Вольные борцы в Кошки-Куликеево

К.реш\=.сем Кушкёра

 

Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе çулсеренех районта тата республикăра тĕрлĕ ăмăртусемпе чемпионатсем йышлăн иртеççĕ. Нумаях пулмасть, нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче, кĕрешÿçĕсем Кушкă ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ирттернĕ уçă турнира хутшăнчĕç.

Малтанах 1997-мĕш çулта çуралнă спортсменсем тупăшрĕç. Чи çăмăл виçере (28 килограмм) Дмитрий Александров (Елчĕк) – пĕрремĕш, Александр Иванов (Патăрьел) тата Юрий Александров (Канаш) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Ытти виçесенчи çĕнтерÿçĕсем: 30 килограмм: 1.Александр Николаев (Шупашкар). 2.Дмитрий Дергунов (Кушкă). 3.Павел Александров (Шупашкар). 33 килограмм: 1. Александр Блинов. 2. Зульфат Юсупов (Кушкă ). 3.Денис Павлов (Патăрьел).36 килограмм: 1.Родион Чернов (Аслă Елчĕк). 2.Станислав Григорьев (Комсомольски). 3.Денис Дергунов (Кушкă).

1995-1996-мĕш çулсенче çуралнă спортсменсенчен 42 килограмлă виçере Владислав Пыркин (Патăрьел), Сергей Марков (Шупашкар), Никита Фёдоров (Канаш) призёрсен йышне кĕрейрĕç. Çак çулсенче çуралнă ытти виçесенчи призёрсем: 46 килограмм: Эдуард Адюков (Аслă Елчĕк). 2.Артур Николаев (Кармал). 3.Геннадий Зайцев (Кушкă).50 килограмм: 1.Кирилл Волков (Шупашкар). 2.Александр Сеприханов (Патăрьел). 3.Роман Галимов (Кушкă).

1994-мĕш çулта çуралнă тата аслăрах шкул ачисенчен Дмитрий Газеев (Патăрьел), Александр Дмитриев (Кушкă) тата Александр Мальков (Аслă Елчĕк) 50 килограмлă виçере çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Ытти çак кĕрешÿçĕсем малти вырăнсене йышăннă:55 килограмм: 1.Павел Зайцев. 2.Борис Баскаков (Кушкă). 3.Айрат Яфизов (Патăрьел).60 килограмм: 1.Денис Васильев. 2.Василий Тимофеев Шупашкар). 3.Эдуард Дергунов (Кушкă). 66 килограмм: 1.Денис Козлов (Кушкă). 2.Ярослав Крылов (Комсомольски). 3.Андрей Егоров (Кармал).

Аслисем хушшинче кĕрешÿ питĕ çивĕч иртрĕ. 74 килограмлă тата йывăртарах виçере Шупашкар каччине, Артём Батракова, тата Кушкă спортсменне, Алфик Ахметзянова, çитекенни пулмарĕ. Çавăн пекех Дмитрий Галошев (Кушкă) тата Пётр Фёдоров (Кармал) призлă вырăнсене тивĕçрĕç.

Çак уçă турнира хутшăнма кăмăл тунă хĕрсем хушшинче 40 килограмлă виçере Кристина Соколова тата Анжела Соколова, Аслă Елчĕк спортсменкисем, пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

 

Таня Щукина

Кушкё шкул.