Пурăнакан пурнăçра çамрăксене хăйсен çунатлă ĕмĕтĕнче пĕлĕт, çăлтăрсем илĕртеççĕ. Çитсе курас ĕмĕтсем пысăк, пĕлсе пĕтерми тĕнчене уçас килнĕ чух çунатланма тытăннă ача-пăчана вĕрентекен, çул кăтартакан кирлех. Вара çамрăк çын çухалса, аташса урăх çулпа кĕрсе каймĕ. Мĕн тĕрлĕ професси кăна çук пулĕ çĕр çинче! Вĕсене пурне те вĕрентекенсем пулăшнипе алла илетпĕр. Учитель ĕçĕ кăткăс та йывăррине пурте лайăх пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен кашни çынах шкул партине ларнă пĕрремĕш кунранах курать, туять ăна. Мĕн чухлĕ вăй-хал, тỹсĕмлĕх кирлĕ вĕрентекенсене хăйсем пухнă пĕлĕве ачасем патне çитерме. Çакăн пек тăрăшуллă вĕрентекенсен йышне манăн пĕрремĕш учительница Луиза Григорьевна Петрова кĕрет. Л.Петрова 1952 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Савастьяновсен çемйинче 7 ача çитĕннĕ. Вĕсене ура çине тăратас тесе ашшĕ, Григорий Федорович, бухгалтерта вăй хунă, амăшĕ, Александра Васильевна, колхозра ырми-канми ĕçленĕ. Ашшĕпе амăшĕ тăрăшни сая кайман. Çичĕ ачи те аслă пĕлỹ илсе çĕр-шывăн тĕрлĕ енне саланнă. Луиза мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ. Анат Кăмашари вăтам шкулăн вĕренỹ отличницине, активисткине 6-мĕш класрах пионер дружинин канашĕн председательне суйланă. Хастар чĕреллĕ пионер шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Аслă классенче вĕренекенсем те харсăр организатора итленĕ. Луизăсен кỹршинче учительсен çемйи пурăннă. Вĕсен ырă ĕçне курса, тĕслĕх вырăнне хурса 8-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Училищĕре те Луиза часах пултаруллă студентка пулнипе палăрать. Çĕршер студент хушшинче ăна паллаççĕ, хисеплеççĕ. Мал ĕмĕтлĕ хĕр кашни уроках тĕплĕн хатĕрленет. Учебникри материал кăна çырлахтармасть ăна, библиотекăран кĕнекесем илсе тавра курăмне анлăлатать. Пултаруллă хĕр ача юлташĕсем умĕнче тăтăшах доклад хатĕрлесе тухса калаçнă. Часах тăватă çул иртсе кайнă. Алла хĕрлĕ диплом илет Луиза Григорьевна. Унтан çуралнă ялтан 6 çухрăмра вырнаçнă пуçламăш шкулта кĕçĕн классене вĕрентме тытăнать. Ĕçлеме пуçлани виçĕ çул çитнĕ май çамрăк педагог патне Шупашкартан виçĕ инспектор урок итлеме килеççĕ. Вĕсем çамрăк учительницăн пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе тулли кăмăлпа тавранаççĕ тĕп хуламăра. Çав 1973 çулта августри учительсен конференцинче Луиза Григорьевнăна Чăваш АССРĕн Çут ĕç министерствин грамотине парса чыс тăваççĕ. Çамрăк специалист хăйĕн пĕлĕвне аталантарас тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне истори уйрăмне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Çакăнта пĕр ушкăнра вĕренекен Алексей Петровпа, пулас упăшкипе паллашать. Çемье пурнăçĕ Луизăна Елчĕк тăрăхĕнчи Кушкă ялне илсе çитерет. Мăшăр университета 1978 çулта пĕтерет. Луиза Григорьевна Кушкăри сакăр çул вĕренмелли шкулта кĕçĕн классене вĕрентме тытăнать. Ун чухнехи коллектива вĕрентекенĕм ырăпа аса илет. "Питĕ туслăччĕ, çамрăк специалистсене ĕçре пулăшса пыратчĕç. Уйрăмах Ю.Рыбкинăна, Р.Осиповăна, С.Бариновăна ырăпа аса илетĕп", - тет вăл. Эпĕ хама телейлĕ çынсен йышне кĕртетĕп, мĕншĕн тесен мана та интереслĕ, нумай пĕлекен, ыттисенчен ырăлăхпа, ăшă кăмăлпа уйрăлса тăракан Луиза Григорьевна вĕрентнĕ. Паха кăтартусемшĕн, пултарулăхне пысăка хурса хакласа ăна пуçлăхсем хулари шкул ачисене вĕрентме чĕннĕ. Анчах тăван шкула, вĕренекенсене, çемьене пăрахса кайман вăл. Халĕ те асрах-ха: 1979 çул, çу уйăхĕн пуçламăшĕ. Эпир, 46 шăпăрлан, пулас пĕрремĕш классем, нулевой класа вĕренме пуçтарăннă. Алăк уçăлчĕ те класа çап-çамрăк, сарă çỹçлĕ, хитре сăнлă, капăр тумланнă учительница кĕрсе тăчĕ. - Мана Луиза Григорьевна тесе чĕнеççĕ, - терĕ. Вĕрентекенĕн ятне астуса юлас тесе ăшра виçĕ хут каласа пăхрăм. - Паян эпир сирĕнпе "Сармантей" ятлă юмахпа паллашăпăр, - терĕ те хитре ỹкерчĕклĕ кĕнеке уçса юмах калама пуçларĕ. Ăна итлесе пĕтерейменччĕ, унччен те пулмарĕ, пĕр арçын ача ура çине тăчĕ те: "Эп кайрăм", - тесе класран тухса кайрĕ. Эпир пурте ун хыççăн тухса кайрăмăр. Луиза Григорьевна та пиртен юлмарĕ. Урама тухсан çамрăк учительница ачасене хăй тавра пуçтарчĕ, "Кушакпа шăши" вăййа выляттарчĕ. Унтан каллех хăй хыççăн класа ертсе кĕчĕ. Эпир шкула иккĕмĕш сменăна вĕренме çỹренĕ. Пĕррехинче палăртнă вăхăтран маларах çитнĕ. Шăнкăрав пуласса коридорта кĕтсе тăратпăр. Унччен те пулмарĕ, вăл янăраса кайрĕ. Шкулти техничка пỹлĕмĕнчен чупса тухрĕ, тĕлĕнсе кайнă. Шăнкăрав пама вăхăт çитмен-çке. - Кам кнопкăна пуснă? Мĕншĕн? - тĕрлĕ ыйту парать вăл. Шăв-шава илтсе пирĕн Луиза Григорьевна та класĕнчен тухрĕ: - Ачасем, кам шăнкăрава пусрĕ, - ыйтрĕ вăл. - Эпĕ, - тет пирĕнпе вĕренекен Владик Калмыков. - Епле майпа, сан пĕвỹ те çитмест-çке, - тет. - Кăранташпа, - тет арçын ача. Каллех вĕрентекенĕмĕр умĕнче айăпа кĕтĕмĕр. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 46 ачана икĕ пая уйăрнă: 1 "а" тата 1 "б" классем туса хунă. Эпĕ 1 "б" класа лекнĕ. Пирĕн вĕрентекен Луиза Григорьевна, 1 "а" классен - Фекла Александровна. Икĕ класс ăмăртса вĕренме тытăнтăмăр. Çав çулах Хĕрарăмсен кунне халалласа хĕр ачасен хушшинче икĕ вĕрентекен КВН ирттерме палартнă. Хăш класри хĕр ачасем пултаруллăрах? Хĕрỹ тупăшура эпир, "б" класри хĕр ачасем, çĕнтертĕмĕр. Арçын ачасем савăннипе çỹлелле сикеççĕ, вĕрентекенĕмĕр те кăмăллăн кулать. Луиза Григорьевна уроксемсĕр пуçне тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме те ăстаччĕ: литература каçĕсем, викторина, тĕрлĕ професси çыннисемпе тĕл пулусем т. ыт. те. Шкулта иртекен ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче пирĕн класс яланах концерт е спектакль лартса паратчĕ. Кашни вĕренỹ çулĕ вĕçĕнчех Л.Петрова пире экскурсие тĕрлĕ çĕре илсе каятчĕ. Пуринчен те асра юлни вара - Патăрьел районĕнчи Тутар Тимеш ялне сăвăрсене курма кайни. Палăртнă вырăна çуран чиперех çитрĕмĕр. Ларса апатлантăмăр, тĕрлĕ вăйăсем вылярăмăр. Сăвăрсене курас килет, анчах вĕсем шăтăкĕсенчен тухмаççĕ. - Ачасем, сăвăрсем шăв-шава юратмаççĕ. Вĕсене курас тесен сирĕн пĕр вăхăт шăп ларас пулать, - терĕ вĕрентекен. Пурте шăпланса лартăмăр, куçсем сăрт еннелле пăхаççĕ. Нумай-и, сахал-и, шăтăкран чĕр чун пуçĕ курăнса кайрĕ, унталла-кунталла пăхать. Ун хыççăн тепĕр виçĕ сăвăр тухрĕç. Экскурсирен пурте хаваслă кăмăлпа таврăнтăмăр. Виççĕмĕш класа 21-ĕн пĕтертĕмĕр, вĕсенчен 4-шĕ отличник, 11-шĕ ударник. Чăннипех те мухтанмалăх пур хамăрăн вĕрентекенĕмĕрпе. Вăл тăрăшнипе, ырми-канми ĕçленипе эпир çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнтĕмĕр. Луиза Григорьевна пултаруллă вĕрентекен кăна мар, ырă анне, юратнă мăшăр, ăш пиллĕ кин те. Алексей Александровичпа пĕрле вĕсем виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Аслă ывăлĕ Виталий Алексеевич юрист, прокуратура ĕçченĕ. Ольăпа Миша вара Петров учительсен династине тăсаççĕ. Ольга Алексеевна - вырăс чĕлхи, Михаил Алексеевич - информатика учителĕсем. Виççĕшĕ те çемьеллĕ. Луиза Григорьевнăпа Алексей Александрович тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçсĕр лармаççĕ. Ачисене мăнукĕсене ỹстерме пулăшаççĕ, хуçалăх тытса выльăх-чĕрлĕх ỹстереççĕ. Луиза Григорьевна чăннипех те опытлă вĕрентекен. Вĕрентỹ ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Хисеп хучĕсемпе ятсем сахал мар илнĕ. Кашни çын хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне манмасть, ăна яланах асра тытать. Эпĕ те хамăн юратнă вĕрентекенĕме хисеплетĕп, тĕслĕх вырăнне хуратăп. Пĕрремĕш учительница пек пулас тесех Канашри педагогика училищине пĕтерсе кĕçĕн классене вĕрентекенĕн профессине алла илтĕм. 20-мĕш вĕренỹ çулне пуçларăм кăçал. Паянхи кунчченех Луиза Григорьевна ирттернĕ уроксем куç умĕнче. Вăл вĕрентнĕ сăвă-юрăсене, физкультминуткăсене, ташăсене хамăн ачасене вĕрентетĕп. Паянхи кăткăс пурнăçра, ĕçре тĕрлĕрен ыйту сиксе тухсан, тỹрех юратнă учителĕмрен канаш-сĕнỹ ыйтатăп. Луиза Григорьевна пур ыйту çине хурав тупать. Вăл яланах кăмăллăн калаçать. Темшĕн Луиза Григорьевнăна сарă чечекпе танлаштарас килет. Вăл нихăçан та ан тĕксĕмлентĕрччĕ. Хăйĕн чĕрĕлĕхĕпе, илем-лĕхĕпе таврари çынсене савăнтартăрччĕ, вăй-хăват хуштăрччĕ. Вĕрентекенĕм, тав сана, Ăсна, чунна пире панишĕн. Ытла та хаклă эс кашнишĕн, Пулсамччĕ сывлăхлă кăна.
Л.МАРКОВА, кĕçĕн классене вĕрентекен.