«Букварьтен — илемлĕ литературăна çити» ăмăрту пуçланать

Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви, «Тантăш» хаçат редакцийĕ, Чăваш Республикин Журналистсен пĕрлĕхĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Г.С. Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕ «Букварьтен — илемлĕ литературăна çити» ăмăрту пуçлаççĕ, унта 7-11 классенче вĕренекен ачасем хутшăнма пултараççĕ. Комисси халиччен пичетлемен, конкурссене тăратман чăвашла сăвăсемпе калавсем, очерксемпе повеçсем, пьесăсем тата литературăн ытти жанрĕпе çырнă ĕçсем йышăнать.

Конкурс тĕллевĕсем: чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я. Яковлева чысласси, Чăваш чĕлхи кунне тивĕçлĕ шайра палăртасси; шкулта вĕренекенсене литература ĕçĕпе çывăхрах туслаштарасси, çамрăк çыравçăсен ăсталăхĕпе пултарулăхне ÿстерме пулăшасси.

Хайлавсене компьютерпа пичетлесе е алăпа таса та тирпейлĕ çырса акан 8-мĕшĕччен коммисие ярса памалла.

 

Конкурсăн йĕрки-шывне кунта вырнаçтарнă.