«Пĕлетĕн-и эсĕ тăван тавралăхна?» пултарулăх ĕçĕсен конкурсĕ пулать

 
 

Педагог-учитель професси сумне çĕклес тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ  патшалăх  педагогика университечĕн "Чăваш чĕлхи тата литератури, вырăс чĕлхи тата литератури" специальноçĕпе  вĕренме кĕрекен чи лайăх абитуриентсене палăртас тĕллевпе Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политики министерстви Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе пĕрле кăçал 11-мĕш класран вĕренсе тухакан çамрăксем хушшинче пултарулăх ĕçĕсен конкурсне ирттерет. Конкурс çĕнтерÿçисене асăннă университетăн филолологи факультетне бюджетлă майпа вĕренме илеççĕ, общежитинче пурăнмашкăн вырăн гарантилеççĕ тата хаклă призпа наградăлаççĕ.

Конкурс йĕркипе кунта паллашма пулать. 

Чăваш филологи факультечĕн сайчĕ