1. Паллă чăваш çыравçисем çинчен хаçат кăларас енĕпе 8-мĕш класс палăрнă, ытти классем те тăрăшса ĕçленине палăртса хăвармалла.
2. Юхма Мишши хайлавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем туса çак ачасем призлă вырăнсене йышăннă: Торговцев Владимир (5 класс) – 1-мĕш вырăн, Нурсов Петр (5 класс) – 2-мĕш вырăн, Батанова Анастасия (5 класс) – 3-мĕш вырăн.
3. Савăнăçлисемпе тавçăруллисен ăмăртăвĕнче 7-мĕш класс команди çĕнтерчĕ: Горбунова Наталия, Блинова Елена, Пыркина Марина, Сорокина Кристина, Мышкина Любовь, Мышкина Катерина.
4. И. Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн пĕлекенсем çаксем : Иванова Алина (9 класс), Мекшеева Евгения ( 10 класс), Мышкина Анна (9 класс).
5. Чăваш чĕлхи кунĕнче сăвă - юрă янăрарĕ, тĕрлĕ класра вĕренекенсем чăваш драматургĕсен пьесисене выляса пачĕç: 6-мĕш класра вĕренекенсем Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» сăвви тăрăх инсценировка хатĕрленĕ, 7-мĕш класс ачисем «Йывăр чир» сценка кăтартрĕç, 8-мĕш класс вĕренекенĕсем «Сармантей» ятлă шÿтлĕ юмах кăтартса пачĕç, 9 - мĕш класра вĕренекенсем Николай Айзманăн «Аçта-ши ман атте» пьеса сыпăкне ăста вылярĕç, 10-мĕш класс ачисем «Урамри калаçу» инсценировкăпа паллаштарчĕç.
Сăвă вулакансен конкурсĕнче палăрнисем:
1-4 классем хушшинче:
Харитонова Юлия (3 класс) – 1-мĕш вырăн;
Галошев Руслан (2 класс) – 2-мĕш вырăн;
Пыркин Никита (1 класс) – 3-мĕш вырăн.
5-6 классем хушшинче:
Батанова Анастасия (5 класс), Трофимова Марина (6 класс) – 1-мĕш вырăн;
Блинов Александр (5 класс), Зайцева Татьяна (6 класс) – 2-мĕш вырăн;
Маслова Анна, Зайцева Анна (6 класс) -3-мĕш вырăн.
7-8 классем хушшинче:
Пыркина Марина (7 класс) – 1-мĕш вырăн;
Зайцева Надежда (8 класс) – 2-мĕш вырăн;
Козлов Никита (8 класс) – 3-мĕш вырăн.
9-11 классем хушшинче:
Щукина Татьяна (11 класс) – 1-мĕш вырăн.
Чăваш чĕлхи эрнинче палăрнă вĕренекенсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.