«Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле» интернет олимпиада

2011 çулхи авăн уйăхĕн 20-30-мĕшĕсенче Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле» интернет олимпиада ирттерет. Олимпиадăра ыйтусем чăваш чĕлхипе литературине тĕпчекенсем, чăваш халăхĕн тĕнче шайне çĕкленнĕ ывăлĕ-хĕрĕ çинчен, çавăн пекех, чăваш çыравçисен паллă произведенийĕсем театр тата ÿнер искусствинче мĕнле йĕр хăварни çинчен пулĕç.

Пурне те интернет олимпиадăна хутшăнма йыхравлатпăр!

Конкурс положенийĕпе вĕренÿ институчĕн сайтĕнче паллашма пултаратăр.

Йĕркелÿ комитечĕ.

Подробнее...

ГОУ "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии