"Чăваш кĕсли" интернет-олимпиада пуçланчĕ

Паян, юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Я. Г. Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă республикăри "Чăваш кĕсли" интернет олимпида пуçланчĕ. Вăл пурĕ 3 куна пырать,  юпан 29-мĕшĕнче 23 сехет те 55 минутра вĕçленет.

Çакăн пек олимпиада ирттерни Яков Ухсайăн пурнăçĕпе пултарулăхне пур енлĕн тишкерме пулашать, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçĕн пахалăхне ÿстерет, вĕренекенсен творчествăлла ăсталăх ÿсĕмне палăртма тата малалла аталантарма май парать, вĕренÿ ĕçĕнче интернет технологийĕсемпе анлăрах усă курма вĕрентет.

 

Олимпиада Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн сайтĕнче (http://inset.chv.su.) иртрĕ.

Веб страницăсенче кашни ÿсĕм ушкăнĕ валли 10-шар ыйту хатĕрленĕ. Олимпиада ыйтăвĕсем икĕ ÿсĕмри шкул ачисем валли пулчĕç: 5-7 классем, 8-10 классем.

Ĕçе пурнăçлама пурĕ 50 минут уйăрнă.  

Пĕтĕмлетĕвĕсене кĕтетпĕр.