Чăваш халăх сайчĕ «Ăраскал çăлтăрĕ» конкурса йыхравлать

 

Çăлтăр. Ăраскал. Илемлĕ литературăра, уйрăмах поэзире, çак икĕ сăмаха пĕрле тĕвĕллесси час-часах тĕл пулать. Сăлтавне те шырама инçе каймалла мар: çăлтăрсем таса та мал ĕмĕтлĕ çынсене ялан илĕртнĕ, хавхалантарнă — пĕр енчен вĕсем куç умĕнче, тепĕр енчен вĕсем пирĕнтен ытла та аякра-çке. Инçĕшне кура этем те çăлтăрсем патне талпăнать — спутниксем, космос карапĕсем ăсталаса хăйне вĕсемпе çывăхлантарасшăн, вĕсене тĕпчесшĕн.

Эпир те 2012 çулхи литература ăмăртăвне çăлтăрпа çыхăнтарас терĕмĕр — «Ăраскал çăлтăрĕ» ят патăмăр. Пирĕн тепĕр икĕ тема пурччĕ те («Чĕнтĕрлĕ кĕпер», «Тĕнче юпи») — вĕсем пулас хутшăнакансене ытлашшиех килĕшмерĕç пулас, суйламарĕç. Хамăр енчен хушма тема патăмăр — Аслă Пÿлер. Хайлава пирĕн мăн асаттесен вăтам ĕмĕрсенче вăйлă аталаннă патшалăхăн тĕп хулипе çыхăнтарсан ĕçе лайăхрах хаклăпăр.

Кăçалхи ăмăртăва та эпир вăраха тăсмасăр кăрлач уйăхĕнчех пуçлатпăр: хайлавсене кăрлачăн 23-мĕшĕнчен чÿкĕн 1-мĕшĕччен йышăнатпăр. Маларах ярса парсан — тĕрлĕ çăмăллăхсем пуласси паллă ĕнтĕ (сăмахран, пĕлтĕрхи литература ăмăртăвĕнче «Вулакансем кăмăлланă хайлав» номинацире чи малтан ярса панă хайлав мала тухрĕ — ăна ыттисенчен ытларах вуланăччĕ, унпа ытларах паллашнăччĕ).

Яланхи пекех 5 ушкăн пулĕ: 6-7, 8-9, 10-11 классенче вĕренекенсем, студентсемпе 30 çула çитмен яшсем, шкулта ачасене вĕрентекенсем. Тĕплĕнрех ăмăрту положенийĕнче паллашма пултаратăр.

Çырăр, пултарулăха аталантарăр. Эпир, ăмăрту йĕркелекенĕсем, вĕсене кĕтĕпĕр.

http://www.chuvash.org/news/1917.html