Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ - Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне паллă тăваççĕ. Çак куна 1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе палăртма пуçланă. 
2003-мĕш çулăн нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне паллă тунă май ЮНЕСКОн Тĕп директорĕ К.Мацуура çакна кăтартнă:
  «Мĕншĕн Тăван чĕлхене нумай тимлĕх уйăраççĕ? Сăлтавĕ – чĕлхесем çыннăн нумай енлĕ пултарулăхĕн пĕртен-пĕр палăрăмĕ пулса тăни. Хутшăну, ăнлану тата шухăшлав хатĕрĕ пулнă май чĕлхе эпир тĕнчене мĕнле курнине сăнлать, иртнĕ, хальхи тата пуласлăх картинчи çыхăнусене уçса парать. Чĕлхесем ăнсăрт тĕл пулусен йĕрĕсене, хăйсене тулăх тунă çăл куçĕсене кашнин хăйне майлă историйĕпе пĕрле илсе çÿреççĕ.
  Çынна вăл çуралнă самантранах тавралăха хăйне майлă курма, япаласене хăйне майлă туйма-ăнланма пÿрнĕрен тăван чĕлхесем тĕнчере пĕрререн-пĕрре кăна тĕл пулаççĕ. Пурнăç тăршшĕпе çын нумай-нумай чĕлхене алла илме пултарать, çапах та тăван чĕлхе вăйĕпе ачаран йĕркеленнĕ тавра курăм, чăннипе, нихăçан та çухалмасть. Тăван мар чĕлхене вĕренни вăл – тĕнчене урăх куçпа курмалли, урăх ăс-тăнпа ăнланмалли тепĕр мел».
Республикăра 313 чăваш, 166 – вырăс, 14 – тутар, 5 - ирçе чĕлхиллĕ шкулсем ĕçлеççĕ. Чăваш чĕлхине вырăс, тутар, ирçе шкулĕсенче те вĕрентеççĕ. Тăван чĕлхене вĕрентекенсен шучĕ 841 çын, вĕсенчен 15 проценчĕ аслă, 55 проценчĕ пĕрремĕш категориллĕ. Тăван чĕлхене вĕрентме çулсеренех кĕнекесем, электрон хатĕрсем тухса тăраççĕ. Республика шайĕнче иртекен олимпиадăсем, вăйăсем, конкурс