„Чăвашлăх тĕнчи” тĕпчев ĕçĕпе мультимеди презентацийĕсен конкурсĕнче

Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе ака уйăхĕн  11-мĕшĕнче Елчĕкри  ачасемпе çамрăксен  пултарулăх  çуртĕнче наци культурин   «Туслăх хĕлхемĕ»  республика фестивалĕн  районти  тапхăрĕн „Чăвашлăх тĕнчи” тĕпчев ĕçĕпе  мультимеди презентацийĕсен  конкурсĕ иртрĕ. Унта  районти шкулсенчи  7-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Кушкăри пĕтĕмĕшле  пĕлÿ  паракан  вăтам шкулăн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Портнова Алиса  «Федор Павловпа Степан Максимов-  чăвашсен пĕрремĕш композиторĕсем» тĕпчев  ĕçĕпе  2-мĕш  вырăн йышăнчĕ (Ертÿçи- Портнова Анна Ильинична вĕрентекен).

     Саламлатпăр!