Чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕ

Чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕ ĕмĕрсем хушши аталанса, пуянланса пынă. Çавăнпа та ăна хăйне евĕрлĕ йăла-йĕрке  теме те пулать. Пирĕн несĕлсем ĕлĕк-авал апата ытларах выльăх  ăш-чикĕнчен, курăкран, сĕтпе чустаран хатĕрленĕ. Паянхи чăваш апат-çимĕçĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ. Какай шÿрпипе шăрттан, хуплупа чăкăт тата шаркку тутине Чăваш енре çеç мар, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ.  Пуç-ура яшки, ĕне ырри , тултармăш та халăхра анлă сарăлнă. Чăвашсем мĕн авалтан çак апатсене хатĕрлесе пĕр-пĕрне хăнана чĕннĕ.

         Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Кушкăри вăтам шкулта «Чăваш апат-çимĕçĕ» конкурс иртрĕ. Унта эпир чи тутлă хатĕрленĕ чăваш апачĕсене тупса палăртрăмăр. Идиятуллина Динара пĕçернĕ «Халăхсен туслăхĕ кукăль» пурин кăмăлне те кайрĕ. Çавăн пекех жюри членĕсем Нуяндина Оля хатĕрленĕ хуплупа Пыркин Миша пĕçернĕ пелĕше пысăк хак пачĕç. Уйрăмах çак конкурсра 5, 6 класра вĕренекенсем хастар пулчĕс.