Вĕренекенсем хăйсен юратнă сăввисене шăрантарчĕç

   Кушкăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни малалла тăсăлать. Ака уйăхĕн 23- мĕшĕнче сăвă вулама юратакансем пĕр класа пуçтарăнчĕç. Вĕренекенсем хăйсен юратнă сăввисене шăрантарчĕç. Кĕçĕн классем хушшинче малти вырăна Кирюхина Кристина (2 кл.), иккĕмĕш вырăна Баринов Петр (1 кл.) тата Галошев Руслан (3 кл.), виççĕмĕш вырăна Трофимова Виктория (3 кл.), Рыбкин Дмитрий (4 кл.) йышăнчĕç. 5-10 мĕш классем хушшинче Перепелкина Таньăпа (5 кл.) Горбунова Наташăна (8 кл.) çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Трофимова Марина (7 кл.) тата Веникова Мария (10 кл.). Пыркина Марина (8 кл.), Евграфов Петр, Козлов Никита (9 кл.) виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Изливанов Георгий (5 кл.) хăй çырнă сăввине ăста вулассипе палăрчĕ.