Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче эпир, чăвашсем, Чăваш патшалăх символĕсен кунне паллă тăватпăр. Пĕтĕм тĕнчере кашни çĕр-шывăн хăйĕн патшалăх символĕсем : ялав, герб, гимн пур. Эпир хамăр республикăн паянхи патшалăх символĕсене 1992 çултанпа пĕлетпĕр, вĕсем çинче уроксенче калаçатпăр, Чăваш Республикин мухтав юррине тăван чĕлхе урокĕсенче пăхмасăр калама тата юрлама вĕренетпĕр. Патшалăх символĕсене чысра тытни обществăн культура шайĕн çÿллĕшне кăтартса парать. Патшалăх символĕсенче халăхăн историйĕ, пирĕн мăн асаттесен йăли-йĕркисем палăраççĕ. Герб, ялав ÿкерчĕкĕнчи «пурнăç йывăççи», «виçĕ хĕвел» паллăсем чăвашсен иртнĕ ĕмĕртен упранса юлнă. Вĕсене пĕлни ачасене хамăр историе пĕлме пулăшать, çуралнă çĕршывпа мăнаçланма хистет.
Паян Кушкăри вăтам шкулта 9 класра вĕренекен ачасем «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем» темăпа калаçу ирттерчĕç.