Чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетни

1. Чăваш апат-çимĕçне хатĕрлессипе 5-6 мĕш классенче вĕренекенсем пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Комисси членĕсем Нуяндина Ольга (5 класс) хатĕрленĕ хуплăва, Идиятуллина  Динара (6 класс) пĕçернĕ «Туслăх кукăльне», Пыркин Михаил илемлетсе хатĕрленĕ пелĕше пысăк хак пачĕç. Ģавăн пекех капăртма,  икерчĕ, çăмарта хăпартни жюри членĕсен кăмăлне кайнă. Йÿçĕтнĕ хăярпа купăста шарккупа питĕ тутлă пулнă.

 

2. Чăваш çыравçисен хайлавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем туса çак ачасем призлă вырăнсене йышăннă: Уткина Елена (4 класс), Мышкина Катерина (8 класс), Мышкина Любовь (8 класс) – 1-мĕш вырăн, Харитонова Юлия (4 класс) – 2-мĕш вырăн, Уткин Данил (4 класс), Торговцев Владимир (6 класс) – 3-мĕш вырăн.

 

3.Савăнăçлисемпе тавçăруллисен ăмăртăвĕнче 6-мĕш класс команди çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ: Шавкин Максим, Лисицына Наталия, Батанова Анастасия, Блинов Александр, Мышкин Николай, Пыркин Тимофей.

 

4. И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ, Чăваш енĕн паллă çыннисем çинчен тĕплĕн пĕлекенсем çаксем: Никитина Диана (8 класс) – 1-мĕш вырăн, Пыркина Марина (8 класс) – 2-мĕш вырăн, Сорокина Кристина (8 класс) – 3-мĕш вырăн.

 

5. Чăваш чĕлхи кунĕнче сăвă-юрă янăрарĕ, тĕрлĕ класра вĕренекенсем чăваш драматургĕсен пьесисене выляса пачĕç. 3-мĕш класс ачисем «Пĕр-пĕрне пулăшса» сценка кăтартрĕç, 4-мĕшсем И.Я.Яковлев çырнă «Лаша шырани» калавпа паллаштарчĕç. 5-мĕш класс вĕренекенĕсем «Йывăр чир» сценка кăтартрĕç, 6-мĕш класра вĕренекенсем Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» хайлавĕ тăрăх инсценировка хатĕрленĕ тата А.Кăлкан çырнă « Алим» пьесăн пĕр пайне ăста лартса пачĕç, 7-мĕш класс ачисем П.Хусанкайăн «Таня» поэми тăрăх лартнă инсценировка пурне те тыткăнларĕ. 8-мĕш класра вĕренекенсем Н.Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» пьеса сыпăкне выляни пурин кăмăлне те кайрĕ.

 

Сăвă вулакансен конкурсĕнче палăрнисем:

 

1-4-мĕш классем хушшинче:

 

Кирюхина Кристина (3 класс) – 1-мĕш вырăн;

Галошев Руслан (3 класс) – 2-мĕш вырăн;

Баринов Петр (1 класс) – 2-мĕш вырăн;

Трофимова Виктория (3 класс) – 3-мĕш вырăн;

Рыбкин Дмитрий (4 класс) – 3-мĕш вырăн.

 

5-10-мĕш классем хушшинче:

 

Перепелкина Татьяна (5 класс), Горбунова Наталия (8 класс) – 1-мĕш вырăн;

Трофимова Марина (7 класс), Веникова Мария (10 класс) – 2-мĕш вырăн;

Пыркина Марина (8 класс), Евграфов Петр, Козлов Никита (9 класс) – 3-мĕш вырăн.

   Сăвă çыракансем хушшинче Изливанов Георгий палăрнă (5 класс).

Чăваш чĕлхипе литература эрнинче палăрнă вĕренекенсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.