"Çамрăк чĕлхеçĕ" интернет олимпиада

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен  пуçласа çу уйăхĕн 12-мĕшĕччен "Çамрăк чĕлхеçĕ" интернет олимпиада пырать.  Хальхи вăхăтра олимпиадăна хутшăнма регистрацилеççĕ. Инçет тупăшăва тăратнă ыйтусене çу уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче пĕр сехет  хушшинче хуравлама пулать.

Интернет олимпиадăна шкул ачисен чăваш чĕлхине тĕпчес, ăна лайăхрах вĕренес туртăма аталантарма ирттереççĕ, çавăн пекех олимпиада вĕренÿ ĕçĕнче интернет технологийĕсемпе анлăрах усă курма вĕрентет. Кашни класс валли уйрăм ыйтусем хатĕрленĕ, вĕсем шкул программипе килĕшсе тăраççĕ.

Олимпиада Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн сайтĕнче (http://inset.chv.su.) иртĕ.