«Язык для успеха» (Шупашкар) шкулпа Раççей чăвашĕсен культурăпа наци автономийĕ (Мускав) чăваш çамрăкĕсем валли «Аталану-2012» пĕлӳ ăмăртăвне пуçарнă.
Пĕрремĕш тапхăр авăнăн 14-мĕшĕнчен пуçласа 2012 авăнăн 30-мĕшĕччен пырĕ, вăл инçет çыхăну майпа иртĕ. Ăмăртăва пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсен 8-11 класс ачисем хутшăнма пултараççĕ.
Çак ăмăрту ачасенче чăваш чĕлхипе кăсăкланас туртăма вăйлатасса йĕркелӳçĕсем чăннипех те шанаççĕ!
Ăмăрту çинчен тĕплĕн официаллă сайтра пĕлме пулать: www.atalanu.com.