Ленинград хăрушлăхра.

Блокада пуçланнă вăхăтра Ленинградра 3 млн. çын пурăннă. Халăха çăкăр памалли норма пилĕк хутчен чакнă. Нормăна тăваттăмĕш пĕчĕклетнĕ хыççăн хулара çынсем выçăпа вилме пуçланă… Çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕ Кушкă шкулĕнчи 11-мĕш класри ачасен ертÿçи Портнова А.И. класс сехетне.

Вăрçă хăрушлăхĕ этем чунне амантса хăваракан япала. Вăрçа тÿссе ирттернĕ çынсем хисепе тивĕç пулнине ачасем тата та лайăхрах ăнланса илчĕç. Пирĕн тăрăхран питĕ нумай çын вăрçăра пулнă. Вĕсен хушшинче пирĕн класри ачасен те аслашшĕсем, кукашшĕсем пулнă. Ачасем вăрçă хăрушлăхĕ пирки çырнă хăйсен сочиненийĕсемпе паллаштарчĕç.

Тĕплĕнрех…