«Хушамат кÿрет хăват» конкурс

Чăваш ен Информаци политикин министерствин «Танăш» хаçат редакцийĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕ ЧР Вĕрентÿ министерствин вĕрентÿпе кăтарту пособийĕсен коллекторĕпе пĕрле Раççей историйĕн çулталăкне халалласа «Хушамат кÿрет хăват» конкурс йĕркелерĕ.  Асăннă конкурса Веникова Галина Васильевна вĕрентекен ертсе пынипе Кушкăри вăтам шкулта вĕренекен ачасем те хастар хутшăнчĕç.  11-мĕш класра вĕренекен Веникова Мария 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ, 6-мĕш класра вĕренекен Киргизова Софья хавхалану призне тивĕçрĕ. Вĕсене сумлă парнесем парса чыс тунă. Конкурса хастар хутшăннă Иванова Алинăпа (11 кл.) Галошева Алина (9 кл.) та сертификатсене тивĕçрĕç. Саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр.