«Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурса хутшăн!

 
 
Нарăсăн 7-мĕшĕнче чăваш чĕлхине вĕренекен, чĕлхе пĕлĕвĕпе интересленекен шкул ачисем «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурса хутшăнма пултараççĕ.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, „кичем те йывăр” ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăслăлăхĕн илемне, чĕлхе техĕмне туйса илме хăнăхтарасси.
Вăйă конкурс шкулсенче иртет, вĕренекене нимĕнле йывăрлăх та кÿмест, ыйтусемпе ĕçсем пĕтĕмĕшле кăсăклă, вĕсене „ăслă” ачасем çеç мар, чылай шкул ачи шĕкĕлчеме пултарать.
Нарăс уйăхĕн 1 – мĕш тĕлне 20 пин ытла ача вăйăра хутшăнма кăмăл тунă: Чăваш Республикинчен – 19 пин ытла, Тутар Республикинчен – 500 ытла, Пушкăрт Республикинчен - 43, Самара тăрăхĕнчен - 93, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен – 41 вĕренекен.