«Чăваш йăмри» литература ăмăртăвĕ пуçланать!

 
Чăваш халăх сайчĕпе Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ çулсерен иртекен фантастикăлла хайлавсем ăмăртăвĕ пуçланни пирки пĕлтереççĕ. Кăçал вăл, пĕлтĕрхи конкурсра çĕнтернисем суйланипе «Чăваш йăмри» ятлă пулĕ.
Хутшăнакансен (11 çултан аслăрах ачасем, 30 çултан кĕçĕнрех çамрăксем тата шкулта ĕçлекенсем) кăçал хăйсен хайлавне йăмрапа çыхăнтарса çырмалла пулĕ. Яланхи пекех хушма тема та пур — вăл «авăлхи паттăрсем» ятлă.
Литература ăмăртăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăсăлĕ — ку вăхăтра хутшăнакансенчен эпир хайлавсем йышăнатпăр. Çĕнтерӳçĕсене, яланхи пекех, раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне палăртма шутлатпăр. Конкурс положенийĕпе туллин кунта паллашма пулать.
«Чăваш йăмри» интернет конкурса ачасемпе çамрăксене тата чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсене чăваш халăхĕн кун-çулĕпе кăсăклантарас, литература пултарулăхне аталантарас, çутçанталăкри, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăк енсене илемлĕ литература мелĕсемпе уçса пама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.