Кашни кунах уроксем хыççăн Кушкă ял варринчи çутă пăр çинче ача-пăча сасси ян-ян. Шкултан таврăнсанах апатланаççĕ те коньки илсе ярăнма чупаççĕ. Хоккейла вылякансем — арçын ачасем. Хĕр ачасем пĕрне-пĕри хăвалаççĕ, тытмалла выляççĕ.
Юрĕ вара çăвать те çăвать, ярăнакансене чăрмантарать. Камсем тасатаççĕ-ха катока? Кам та пулин тăватех ĕнтĕ ку ĕçе.. Сарлака кĕреçесем , шăпăрсем йăтса утакансене ял çынни епле ан куртăр. Волонтёрсем тесенех пурте ăнланаççĕ: ырă ĕç тăвакансем вĕсем, аслă классенче вĕренекенсем. Ачасемпе пĕрле ял çамрăкĕсем те ÿркенсе тăмаççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ, тăрăшаççĕ. Хăйсем хушшинче калаçса татăлаççĕ те — каток хатĕр. Ку ĕçе каллех хоккей вăййине чунтанах парăннă спортсменсем, ял çамрăкĕсем хутшăнаççĕ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Кошки-Куликеевская средняя общеобразовательная школа Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики"
Версия для слабовидящих