Упрар, юратар вĕсене.
Вĕçен кайăксене пур çĕрте те – вăрманта, хирте, юхан шыв-çырмасен таврашĕнче, ту-сăртсен çывăхĕнче асăрхама пулать. Вĕсен пурнăçне тĕпчекенсем – орнитологсем пĕр ĕмĕре яхăн ака уйăхĕн 1 – мĕшĕнче вĕçен кайăксен пĕтĕм тĕнчери куне паллă тăваççĕ. Раççейре çакна çамрăк натуралистсен пуçарăвĕпе тата Николай Иванович Дергунов орнитолог ертсе пынипе 1926 çултанпа паллă тăваççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулсенче çак ырă йăлана манăçа кăларнă, 1996 çултанпа çĕнĕрен ĕçе кĕтнĕ.
Çак тапхăртанпа пуçласа вĕçен кайăксене сыхлассипе ĕçлекен Раççейри канашĕ кашни çул «Çулталăкри вĕçен кайăк» акции ирттерет. Уява эпир хамăр шкулта та кашни çул анлăн паллă тăватпăр. Кулленхи пурнăçра хамăра пулшса пыракан çунатлăтуссене сыхласа хăварасси пирки сăмах пуçаратпăр, вĕсен йăвисене аркатма, çăмартисене алăпа тĕкĕнме юраманни çинчен ăнлантаратпăр.
Пирĕн тăрăхра хĕл каçма ăшă еннелле вĕçсе кайман кайăксем нумай. Хĕл вĕçĕнче вĕçен кайăксене апат енĕпе уйрăмах йывăр тивет. Çавна май вĕсем валли сырăшсем çакни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн шкулти вěренекенсем вара кашни çулах «пĕчĕк туссене» пулăшаççĕ, сырăшсем ăсталаççĕ, вěсене шкул территорине çакса тухаççĕ. Вĕçен кайăксем валли апатне те хурса пама манмаççĕ вĕренекенсем. Кайаксене уй-хирсене, садсене, пахчасене илентерни усентăрансен тухăçне устерме пулăшать.
Юлашки вăхăтра, ăслăлăхпа техника çав тери хăвăрт аталанса пынă май, кайăксене йывăр килет. Вăрмансен лаптăкĕсене нумай касни, хуласем пысăкланни, уй-хирпе вăрмансенче хурт-кăпшанкăна хирĕç химилле майпа кĕрешни, удобренисемпе усă курни кайăксемшĕн питех сиенлĕ.
Кайăксене этеме усă кунĕшĕн çеç мар, яланах савăнăçла, илемлĕ пулнишĕн те, хăйсен çĕкленуллĕ, хавас сăн-пичĕпе, ĕç-хĕлĕпе çутçанталăка илемлетнĕшĕн те юратмалла, сыхламалла. Çакна пурин те ăнланасчĕ.