Ĕçлерĕмĕр - канмалла, физкультминутка тумалла!

Урок вăхăтĕнче физкультпауза е физкультминутка туни ачасемшĕн питех те кирлĕ тесе шутлаççĕ Кушкă шкулĕнче вĕрентекенсем. Урок варринче кăштах хусканусем туни ĕçлес кăмăла, тухăçлăха ÿстерет, пуç та, организм та канса илет.