Чăваш çырулăхĕн историйĕ

Паян, ака уйăхĕн 24-че Кушкă шкулĕнчи  чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Портнова А.И. 9-мĕш класра вĕренекенсемпе «Чăваш çырулăхĕн историйĕ» калаçу ирттерчĕ. Вĕренекенсем ку мероприятире чăваш çырулăхĕн тĕрлĕ тапхăрти аталанăвĕпе паллашрĕç. уйрăмах вĕсене авалхи тапхăрти çырулăх аталанăвĕ çинчен каласа пани килĕшрĕ. Иккен, ку тапхăрти çырулăх – руна çырулăхĕ пулнĕ. Çавăнпа та чăваш аваллăхне тĕпчеме, ун çинчен нумайрах пĕлме пулăшать. Çавăн пекех руна çырăвĕн паллисем чăваш тĕррисенче сыхланса юлни те вĕренекенсемшĕн кăсăк пулчĕ.

Юлашкинчен вĕренекенсем авалхи çырулăхпа çырнă текста чăвашла вуласа пăхрĕç. Мероприятии вăренекенсене питĕ килĕшрĕ.