Кушкăри 11 классра вĕренекен Рыбкина Кристинăн ĕҫĕ.
Ҫуркуннехи ăшă та пĕлĕтсĕр уяр каҫ. Тӳпере кĕҫĕр темшĕн, иртнĕ каҫсемпе танлаштарсан, ҫăлтăрсем те йышлăрах пек, шултран курăнса, тĕрлĕ тĕспе йăлтăртатса хăйсем патне илĕртеҫҫĕ, «ҫутăличчен курса юлăр пире, сăнăр-ха эпир епле вăйă вылянине» тесе чĕннĕ пекех туйăнаҫҫĕ. Нумайăн вĕсем, пĕри тепринчен хитререх. Шурăмпуҫ ҫăлтăрĕ вара пуринчен те ирттерет, ун ҫине пăхнăҫем пăхас килет. Ҫак ҫăлтăр мана ачаранпах канăҫ паман. Эпĕ, каҫхи тӳпене тинкернĕ май, яланах чăн малтан ăна шыранă. Хам та пĕлместĕп, вăл мана темле калама пĕлмелле мар, вăрттăн, ҫитменнине пĕр мана ҫеҫ пурăнма хал-хавал парса тăнăн туйăнатчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл хăйĕн асамлă ҫутипе илĕртсе кашни ĕҫе юратакан ҫыннах авалтанпа ирех тăма хистенĕ.
Ҫын тени, хăй те ҫут ҫанталăк ачи пулнă май, унăн саккунĕсемпе пурнăҫне йĕркелесе пырать. Ытарлăн калас пулсан, ҫут ҫăлтăрсем пек курăнма вĕсем кăна мар, ыттисем хушшинче ҫынсем хăйсем те пултараҫҫĕ-мĕн. Ку вăл, паллах, халăх хăй тупса танлаштарнă сăнарлă метафора. Халăхра ун пек ҫынсем тахҫанах пулнă, халĕ те пур, ӳлĕмрен те пулĕҫ –вĕсем хăйсен ăс-хакăлĕпе, хал-хаваллăхĕпе, пĕтĕм пурнăҫне пулас ăрăва панипе уйрăлса тăраҫҫĕ. Шăпах ҫавăн пек ҫынсем тăван халăх историне кĕрсе юлса, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса, Шурăмпуҫ ҫăлтăрĕ пек ҫиҫсе тăраҫҫĕ. Эпир вара, пĕр чĕптĕм тенĕ пек те пулин, кăшт та пулин, вĕсем пек пулма тăрăшса пăхатпăр – акă ăҫта иккен ҫав ҫынсен ыттисене хăйсем патне туртса тăракан асамлă та пархатарлă вăйĕпе витĕмĕ. Шăпах ҫавăн пек ҫынсенчен пĕри ĕнтĕ халĕ те тăван халăх асĕнчен тухма пĕлмен Иван Яковлевич Яковлев – пире пурне те ҫутталла чĕнекен чăваш улăпĕ.
Эпир Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 165 ҫул ҫитнине – унăн менельникне - чаплăн та мăнаҫлăн, паллă уяв пек палăртса ирттерĕпĕр. Ҫак сум-чыса вăл хăйĕн пĕтĕм кун-ҫулне тăван халăхшăн пурăнса ирттернипе чăннипех те тивĕҫлĕ, мĕншĕн тесен вăл туса хăварма ĕлкĕрнĕ, хăй хыҫҫăн хăварнă ĕмĕр асăнмалăх пархатарлă ĕҫсем паян чăваш халăхĕн чăн-чăн наци пуянлăхĕпе мăнаҫлăхĕ пулса тăчĕҫ. Эпир унăн ячĕпе тĕнче педагогикин шайĕнче те ыттисем умĕнче тивĕҫлипе мухтанма пултаратпăр. Тĕнчене тухайман вак халăхсен ҫырулăхне аталантарас тесе алфавит шухăшласа кăларакан, ҫырулăх пуҫласа яракансем историре йышлă мар, ытларах кун пек халăхсем араб, латин, кириллица алфавичĕсемпе усă кураҫҫĕ, пирĕн вара хамăрăн – И.Я.Яковлев туса панă азбука пур. Ку кăна-и, И.Яковлев патша саманин пусмăрне пăхмасăр, никам хушмасăр тенĕ пек хăй халăхĕн ҫутă пуласлăх ячĕпе пуҫласа Раҫҫейĕпе те урăх ҫук шкул никĕслеме пултарнă. Мĕн чухлĕ чăтăм-тӳсĕм, ăс-хакăл, дипломатипе ҫыхăннă ăсталăх кирлĕ пулнă вĕт-ха ăна ҫаксене пурне те пурнăҫа кĕртме.
Улăп педагог мĕн пур пурнăҫ тăршшипех тăван халăхĕшĕн тăрăшнине паян, акă, хамăр куҫпа курса ĕненетпĕр те, тĕлĕнетпĕр те. Вăл акса хăварнă ăс-хакăл «йĕкелĕсем» пулăхлă ака ҫине лексе, чиперех шăтса тухса паянхи кунчченех хăйсен «ҫимĕҫĕсене» пама чарăнмаҫҫĕ кăна мар, ҫултан ҫул тарăнран тарăн тымар яраҫҫĕ. И.Яковлев пуҫласа янă ĕҫсене паян ятлă-сумлă Г.Волков пек ăсчахсем ăнăҫлăн малалла аталантарса пыраҫҫĕ. Ĕнĕнмелле те мар пек, ку вара чăнах та ҫапла – И.Яковлев Чĕмпĕрте пуҫласа никĕсленĕ чăвашсен пирвайхи шкулĕ тăхăр вунă ҫула яхăн (1868-1956 ҫ.ҫ.) тăван халăха ҫутта кăларас тĕлĕшпе тĕлĕнмелле пархатарлă та ҫав тери кирлĕ ĕҫ туса пынă. Асăннă тапхăрта ҫак шкултан миҫе пин чăваш «чĕппи» ăс-хакăл пухса кайран, учитель пулнă май, вуншар-ҫĕршер лаштра йăмраллă чăваш ялĕсенче пулас лама ҫутталла туртман-ши?
Питĕ шел – 1956 ҫул чăвашсемшĕн синкерлĕ пулнă – шăпах ҫавăн чухне И.Яковлевăн историлле шкулне вырăссем (Мускав хушнипе тенĕ) хупса хунă, Сингелейри педучилищĕпе пĕрлештерсе янă. Ҫук вĕт, Сингелей педучилищине Чĕмпĕре куҫарса килме шутламарĕҫ, чăваш шкулне пĕтермелле, «руссификаци» тĕллевне пурнăҫламалла, ҫав вăхăтрах миҫе вун-вун вырăс педучилищисем чиперех сыхланса юлнă. Никама та: ни КПСС Чăваш обкомне, ни Вĕрентӳ министерствине ним чухлĕ те пăшăрхантарман ҫак хыпар, ним те пулса иртмест тейĕн ҫав, шкулсенче чăваш чĕлхине хĕсме пуҫланă, ытти предметсене вырăсла вĕрентме тытăннă, ҫӳлти шайра ҫак ĕҫсемшĕн яваплă чăвашсем Мускав хушнине ал ҫупса кĕтсе илнĕ, чăвашсене вырăслатас тесе вăйран тухса тăван халăх культурине хирĕҫ ĕҫленĕшĕн орденсем илнĕ ăҫтиҫуксем те сахал мар пулнă вăл вăхăтра, халĕ вара хăйсене хисеплĕ ветерансем теҫҫĕ.
Мухтавлă Иван Якăльч! Сан умна
Чечек ҫыххи хуратăп кулленех,
Эс халăхушăн шеллемен чунна,
Эс чĕннĕ халăха пĕлӳ - хĕвел патне.
Георгий Ефимов,
Чăваш халăх поэчĕ
Чăваш халăхне ҫутта кăларас тĕлĕшпе улăпла ĕҫсем тунă И.Я.Яковлев ҫинчен поэтсемпе писательсем произведенисем чылай ҫырнă, чаплă ҫыннăмăр сăнарне илемлĕ меслетпе уҫса парассишĕн ҫине тăрса ĕҫленĕ. Прозăра ку темăна чи малтан Марфа Трубина писательница ҫĕкленĕ. Вăл ҫырнă «Ача чухнехи» повеҫе вуласан герой пирĕн куҫ умне чĕррĕн тухса тăрать.
Сăмах ăстисем И.Я.Яковлев портретне туллин ӳкерсе кăтартаҫҫĕ. Вăл хитре сăн-питлĕ, лапка шур сухаллă, сарлака хул-ҫурăмлă ҫын. Хăй чаплă тум тăхăннă: тӳмисем ялтăртатса ҫеҫ тăраҫҫĕ, хул пуҫҫийĕ ҫинче – пакунсем. Калаҫнă чух сасси уҫă та янăравлă, утнă чухне ҫĕр кисренет. Сарлака кăкăрне каҫăртса кăмăллă пысăк куҫĕпе инҫетелле тинкерсе пăхать.
Ку ҫеҫ те мар, литература ҫынна тулаш енчен сăнланипе кăна ҫырлахмасть. Вăл чунри туйăма, ăс-хакăл ĕҫне кăтартса парать. Тулашĕпе шалашĕ тачă ҫыхăнаҫҫĕ. Ахальтен-и, сăнĕ мĕнле – чунĕ ҫапла теҫҫĕ.
Уншăн вăхăт хаклă пулнă, вăл нихăҫан та алă усса ларман. Темиҫе ҫын тумалли ĕҫе пĕччен ҫавăрса хунă. Тĕттĕмлĕх тымарне кăкласа ҫĕнĕ ҫĕр сухаланă та культура калчине ешерме майсем туса панă. Кăвак ҫут чаршавне уҫнăран тавралăх ҫуталса кайнă.
Ҫав ҫутă - пĕлӳлĕх ҫути,
Шăтса чăшăл тухрĕ калча.
Тĕшши пулчĕ, кĕчĕ тути.
Тайма пуҫ, Иван Якăльча, - ҫырать Алексей Воробьев.
Тĕлĕнмелле ҫивĕч, интереслĕ пурнăҫ пурăнса ирттернĕ пирĕн аслă Вĕрентекенĕмĕр. Йывăрлăхсене ҫĕнтерсе, ура хуракансене сире-сире, элекҫĕсен сĕмсĕрлĕхне шута илмесĕр малалла талпăннă. Халăха ырă тăвассисĕр пуҫне унăн урăх нимĕнле тĕллев пулман.
Литературăна пурнăҫ тĕкĕрĕ теҫҫĕ. Вăл уйрăм ҫынсен кун-ҫулĕ урлă халăх пурнăҫне те тĕкĕр ҫинчи пек кăтартать. Ҫакă уйрăмах истори темипе ҫырнă произведенисенче палăрать. Пулса иртнĕ событисем манăҫмаҫҫĕ, иртнипе пуласлăха ҫирĕп кĕпер сыпăнтарать.
Кашни вăхăт хăйĕн улăпла паттăрĕсене ҫуратать. Чăннипех те кирлĕ самантра килеҫҫĕ тата вĕсем ҫут тĕнчене. Чăвашсемшĕн ҫавăн пек ҫын – Иван Яковлевич Яковлев. Вăл тăлăх арăмран вĕлтрен ачилле ҫуралса, виҫҫĕмĕш куне амăшĕсĕр тăрса юлса; ҫапла усрав ачи пулса тăнăскер, хăйне никам вырăнне те тивмен кӳршĕ хĕрарăмĕн кăкăр сĕчĕпе вăй илсе ӳснĕскер, пĕчĕкренех ҫĕр ĕҫĕн йывăрлăхне тарпа тутанса ҫитĕннĕ ҫăпаталлă чăваш ачи, вырăс халăхĕн ырă ҫыннисем пулăшнипе гимназие ылтăн медальпе пĕтерсе; ҫав вăхăтрах ытти чăваш ачине ҫутта кăларас ĕмĕт-шухăшпа пурăнаканскер, университет сакки ҫине вĕренме ларса, хăй хваттерĕнче хăй укҫипе шкул уҫса тата ăна тытса тăрса, унран тăван халăх валли чăн-чăн академи йĕркелеме пултарнă.
И.Я.Яковлев пĕтĕм чун хавалĕпе, шухăш-кăмăлĕпе чăваш чунĕллĕ ҫын пулнă. Ҫавăнпа та, ватăлса вилсессĕн те, халăх йăлипе, пурнăҫ тăршшĕпе ҫĕкленĕ ĕҫшĕн хăйне тав туса асăнасса шаннă. Халăхра: «Пиллесессĕн пин пулнă, пиллемесен кĕл юлнă», - тенине асра тытса Чун халалĕ – пехил ҫырса хăварнă вăл.
Ĕлĕк И.Яковлева вырăс ҫыннисем Чăваш патши, чăваш султтанĕ, падишах, микадо, чăваш мĕлки, чăваш Киремечĕ, тин ҫуралнă Патриарх … тенĕ. Чĕмпĕр вырăсĕсем Чăваш турри тенĕ ăна. Чăваш шкулĕн картишĕнче кашни кун тенĕ пекех пăрахут ҫинчен хулана аннă чăвашсем кĕпĕрленсе тăнă. Пристаньри вырăссенчен хулана килнĕ чăвашсем Иван Яковлевича ăҫта тупма пулать тесе ыйтсанах лешсем калаҫу кам ҫинчен пынине тӳрех ăнланнă. Мĕншĕн халăх ҫав тери туртăннă ун патне? Чăваш ҫынни Чĕмпĕре ҫак ăслă ҫын пурне те татса пама пултарать тесе хăйĕн хуйхи-суйхипе, ыйтăвĕ-шухăшĕпе, кăмăл- туйăмĕпе ăнтăлнă. Вĕсен ыйтăвĕсене шута илсе тивĕҫлĕ татса пама тăрăшнă Вĕрентекенĕмĕр. Хăй уҫнă шкулта пин ытла учитель вĕрентсе кăларнă, лешсем тăван ялĕсене таврăнса тата 400 ытла шкул йĕркеленĕ, вĕсенче 29 пин ытла ача вĕренсе пĕлӳ пухнă. Ҫакă мар-и-ха унăн капашсăр та чикĕсĕр пысăк пулăшăвĕ, канашĕ. Кунсăр пуҫне тата чăвашăн театрĕ, киновĕ, музыки, литератури, искусстви хăйсен профессилле никĕсне Иван Яковлевич шкулĕнче хывнă. Ҫавăнпа эпир ăна паян чăваш культурин аслашшĕ, Улăп чĕреллĕ ҫын тетпĕр.
И.Я.Яковлевăн пурнăҫĕпе ĕҫĕ-хĕлĕ, вăл туса хурса 50 ҫул ытла ертсе пынă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн кун-ҫулĕ пин-пин документра палăрса юлнă. Вĕсем Раҫҫейре кăна мар, ют ҫĕршывсенчи тĕрлĕ-тĕрлĕ архивсенче, вăл шутра Англире – Лондонри Британипе ют патшалăхсен Библи обществинче те упранаҫҫĕ. И.Я.Яковлев 1874-1892 ҫулсенче ҫак обществăпа тачă ҫыхăну тытнă, унăн хисеплĕ членĕ пулнă.
Хăйĕн ĕмĕрĕнче И.Я.Яковлев «Чăваш букварĕ» (30 ытла кăларăм), «Чăвашсене вырăсла вĕрентмелли пирвайхи вĕренӳ кĕнеки», «Букварь хыҫҫăн чăвашла вуламалли пĕрремĕш кĕнеке», ытти 17 кĕнекепе брошюра, педагогика, самана тата политика ыйтăвĕсемпе, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ ҫинчен калакан 42 статьяпа документ пичетлесе кăларнă. Юлашки ҫулсенче унăн ҫырăвĕсене пухса икĕ томпа пичетленĕ, вĕсем – ҫутлăхăн паллă ĕҫченĕн нумай томлă ҫырнисен пуххин малтанхи пайĕсем.
Христос Хăй тĕнĕн ҫутă вăрлăхне чăваш хушшине авалах хăварнă. Сăмахран, Атăлҫи Пăлхар патшалăхĕнче ĕлĕкех святой Авраамий чăваш пурăннă. Вăл 1229 ҫултах вилнĕ пулин те, унăн ҫĕрмен ӳчĕ Владимир хулинчи чиркӳсенчен пĕринче халичченех упранать.
Йывăр саманана лексе чăвашсем Чăн тĕне маннă, йĕрĕхсемпе киреметсене пуҫҫапнă. XIX ĕмĕр варринче Хусан таврашĕнче Христос вĕрентĕвĕ вăйлă сарăлнă. Пире тĕттĕмрен кăларас тесе И.Я.Яковлев аслă аттемĕр пит пысăк ĕҫ тунă: чăваша ҫĕнĕ ҫырулăх панă, Чиркӳ шкулĕсем чылай уҫнă, кĕнекесем нумай кăларнă. Халĕ ĕнтĕ, шутсăр тĕлĕнмелле, Россия ҫĕрĕнче пĕр чăваш халăхĕ ҫеҫ Чиркӳ кĕллине хăйĕн чĕлхипе ирттерме пултарать. Шутласа пăхмасăр: Туррăн пысăк ырăлăхĕ мар-и-ха ку!
Чĕмпĕрте, И.Я.Яковлев уҫнă шкулта, чăвашла кĕнекесем кăларас енĕпе ырми-канми тăрăшнă: ачасене шкулта вĕрентмелли, чиркӳри кĕлĕсенче усă курмалли кĕнекесем уйрăмах нумай тухнă. Килти, уйрăм хуҫалăха тĕрĕс тытса тăма, сывлăха упрама вĕрентекен кăларăмсем те сахал пулман. Чăн тĕнĕн кĕнекисене кăларса салатас енĕпе ҫине тăрсах тăрăшни пирки уйрăмах палăртса хăварма кăмăллă. Сăмахран, таса, святой ҫынсем ҫинчен ҫырнă кĕнекесем хăйсемех ик ҫĕр ытла. Тухнă кĕнекесем калăпăшĕпе пысăк мар, апла пулин те вĕсем халăх пурăнăҫĕнче пĕлтерĕшĕпе капашсăр пысăк пулнă.
Иван Яковлевич тăрăшни, чăваш халăхне панă халал йĕрсĕр ҫухалманнине паян эпир хамăр куҫпа хамăр курса ĕненетпĕр. Манăн ăна уй варринчи лаштра ват юманпа танлаштарас килет. Эпир вара, ытарлă каласан, - унăн «йĕкелĕсем».
Хăш чухне ҫак улăп этем пирки шутлатăп та чăваш халăхĕ «Пирĕн атте – ват юман» юрра шăпах ун валли хайланă пулĕ тетĕп. Чăнлăха, вăхăт ҫитсен, мĕнле пысăк хура чатăрпа пытарса, хупласа тăрсан та ҫутă ҫине тухма чараймăн. Иван Яковлевич пурнăҫ шăпине, ĕҫĕ-хĕлне те истори масштабĕпе илсе виҫсен, кун-ҫул тӳпинчен пăхсан шăпах ҫакăн пек пулса тухмарĕ-и-ха? Коммунистсен идеологийĕ миҫе вуншар ҫул хушши пирĕн патриарха, унăн чăн-чăн вĕрентĕвне, халалне тиркесе «вăл Турра ĕненекен ҫын пулнă» тесе ҫичĕ ҫăрапа питĕрсе илсе халăхран пытарса пурăнчĕ. Вăхăт ҫитрĕ те Иван Яковлевич эткерĕ, унăн ячĕ-сумĕ хура пĕлĕтсен катрамĕсене сирсе тухнă сар хĕвел пек курăнса кайрĕ. Чи телейли, халăх кĕтни вăл – Иван Яковлевич паян ҫĕнĕрен пирĕн хушăмăрта хăйĕн ĕҫĕсемпе пĕрле пулни. Ᾰна ҫакăншăн чыс тăвасси, юбилей ячĕпе ҫурта ҫутса тав сăмахĕ каласси, кăшт та пулин ӳлĕмрен ун пек пулма тăрăшасси – кашни тӳрĕ чунлă чăвашăн таса тивĕҫĕ пултăрччĕ. Ҫакăн пек пуласса пĕрре те иккĕленмесĕр чунтан шанатăп, мĕншĕн тесен вăл ҫак чыс-сума чăннипех те тивĕҫлĕ.