Патриарх ҫĕрĕ ҫинче хӑнара

Ака  уйӑхĕн 25-мĕшĕнче чӑваш чĕлхине юратакансем Тутар Республикинчи Кӑнна Кушкинче экскурсинче пулчĕҫ. Вĕсем унта И.Я.Яковлева сума суса унӑн 165 ҫулхи юбилейне пуҫтарӑннӑ. Патриарх ҫĕрĕ ҫинче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа тата чӑваш сӑрипе кĕтсе илчĕҫ. Ачасемпе пуҫтарӑннӑ хӑнасем Яковлев музейĕнче, шкулта тата вӑл пурӑннӑ вырӑнта та пулчĕҫ. Патриарх ҫурчĕ вырӑнĕнче ҫĕнĕ часовня уҫма митингра йышӑнса хӑварчĕҫ.

ФОТОХРОНИКА