Чảваш чẻлхи эрнине пẻтẻмлетни

Эрнен пẻрремẻш кунẻнче  9-мẻш класра вẻренекен ачасемпе Чảваш Республикин тẻп хулинче Шупашкарта пултảмảр. Унта ачасем хуламảрти паллả вырảнсенче пулса курчẻç.

«Чảваш наци апат-çимẻçẻ» конкурса  2-10-мẻш класс ачисем хутшảнчẻç. Уйрảмах 5-6-мẻш класра ảс пухакансем чи тутлả апат-çимẻç хатẻрленẻ. Конкурс çẻнтерÿçисем – 3-мẻш класра вẻренекен Урукова Оксана (чảваш шảрттанẻ), 6-мẻш класри Нуяндина Ольга (хуплу) тата 10-мẻш класри Портнова Алиса (хуплу).

«Илемлẻ вулав», «Çамрảк хайлавçả» конкурссем те ảнảçлả иртрẻç. Чи маттуррисем вара Зайцева Кристина (4 кл.),  Михеев Денис (5 кл.), Перепелкина Татьяна (6 кл.) тата Скрипкина Алина (11 кл. ) пулчẻç.  Хайлав, сảвả çырассипе  Сергеева Марина (10 кл.) палảрчẻ.

Ака уйảхẻн 25-мẻшẻнче ачасен пẻр ушкảнẻ Аслả Вẻрентекенẻмẻрẻн çуралнả çẻр-шывẻнче пулса курчẻ. Çавảн пекех вуланả произведенисем тăрảх тảвассине те йẻркелерẻмẻр. Çẻнтерÿçĕсен шутне çаксем кẻчẻç: Перепелкина Татьяна (6 кл.), Пыркин Никита (3 кл.), Чайкин Артем (3 кл.).

Иван Яковлевич Яковлев пурнảçẻпе ẻçẻ-хẻлẻ çинчен тẻплẻн пẻлекенсем çаксем: Михеев Денис (5 кл. ), Веников Кирилл (4 кл.) тата Прохоров Никита (5 кл.).

Чảваш чẻлхи кунẻнче хаваслả сảвả-юрả янảрарẻ, тẻрлẻрен пьеса сыпảкẻсене сцена çинче кảтартрẻç.

Чảваш чẻлхи  эрнинче палảрнả вẻренекенсене Хисеп хучẻсем парса чысларẻç.