2012 çулта Владимир Путин Раççейри шкулсенче пĕр çипуç кĕртес йăлана çĕнĕрен чĕртсе ямалли çинчен калаçсанах вырăнти влаçсем хушшинче тӳррех хĕрӳ ĕç пуçланчĕ. Шкул тумтирĕн ятарлă проект саккуннĕ Патшалах думине те кĕртнĕ иккен. Паянхи куна пирĕн республикăра «Чăваш Республикинчи вĕренӳ çинчен» ятарлă хатĕрленĕ проектра та шкул вĕренекенĕсен тумтирсен пĕрлĕхĕ çинчен сăмах пырать. Вĕренӳ министерстви пĕлтернĕ тăрăх саккун проекчĕпе килешӳллĕн шкул тумтирĕсен тĕсĕпе ĕлкине суйласси шкулсенченех килет. Çав хушăрăх асăннă суйлав шкул ачисен амăшĕпе ашшĕсен шухăшĕпе килешӳллĕ пулмалла. Чиновниксем палăртнă тăрăх ятарлă пĕр тумтире шкулсенче кĕртни ачасем хушшинчи танмарлăха пĕтерет, амăшĕпе ашшĕсене те укçа-тенкĕ енчен самаях тăкак кӳрекен йывăрлăхран çăмăллатать. Шкула яма кашнинче тем тĕрлĕ çипуç туяниччен ачана шкулăн пĕрлĕхлĕ тумтирĕпе çӳретсен лайăх пулĕ. Анчах та кĕртме паллăртнă çĕнĕлĕхсемпе килĕшменнисем те тупăнаççĕ. Пĕрисен шухăшĕпе пĕрлĕхлĕ шкул форми тем тесен те шкулсенчи çитменлĕхсене кĕç-вĕç пĕтереймест, социаллă танмарлăха та тумтир айĕнче пытарма пултараймаççĕ. Çапах çĕнĕ саккунпа килĕшекенсен йышĕ те çителĕклĕ, вĕсен шухăшĕпе ачасен шкула «тумтир ăмăртăвне» хутшăнма мар, пĕлӳ илме килмелле. Çавăнпа та пĕрлĕх тумтирĕ шкул ачисене вĕренес туртăма пысăклатма пултарĕ. Шкул тумтирĕн ыйтăвĕ тавра пуçа ватма нумай шухăшлама пулать. Çĕнĕ улшăнусемпе çĕнĕ кăлтăксем те сиксе тухĕç. Çавах пĕрлĕх шкул тумтирне тепĕр хут чĕртсе ярас ĕçĕн усси нумайрах пулĕ тесе шанас килет. Хыпар çăлкуçĕ:
|
|
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Кошки-Куликеевская средняя общеобразовательная школа Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики"
Версия для слабовидящих