Пирĕн çуртран инçех мар ешерет хыр вăрманĕ, унта-кунта пилеш, хурăн йывăçĕсем те курăнаççĕ. Вырăнĕ питĕ илемлĕ кунта, сулахай енче Кивĕ кÿлĕ сарăлса выртать, мĕн тĕрлĕ чечек куçа илĕртмест-ши, кайăксен юррисем чуна тыткăна илеççĕ, уçă сывлăшĕ тата мĕне тăрать. Хуларан пирĕн яла килнĕ çынсем эпир çакăн хитре вырăнта пурăннишĕн пире ăмсанаççĕ те.
Хыр йывăççи 300-350 çул ÿснине пĕлсен эпĕ шутсăр тĕлĕнтĕм, тĕрлĕ тĕсĕсем пур иккен тата. Пирĕн патри вăрманта пĕр тĕслĕ хыр ÿсет, çулĕпе те вăл çамрăк-ха, 11 çул çеç ешерет. Хыр питĕ усăллă йывăç, унран тĕрлĕ сĕтел-пукан, строительство материалĕсем, сывлăхшăн усăллă япаласем тăваççĕ. Хыр вăрманĕ çулран çул хитреленсе, тĕрекленсе пырасса, ĕмĕрĕ вăрăм пуласса эпĕ шанатăп. Ачасене вара эпĕ чĕнсе каласшăн: «Вăрман тусĕсем пулар, йывăçсем нумай лартар, вăхăтра пулăшу парар.