Ĕç хатĕрĕсемпе асăрхануллă пулмалли çинчен

Урамра, пахчасенче  çурхи ĕçсем пуçланчĕç. Шăпăр, кĕрепле, кĕреçе,  сенĕк  тытса пÿрт-çурт умĕнчи çĕр лаптăкĕсене чавса кăпкалатмалла, йăрансем туса вăрăсем акмалла, Çак ĕçсене тунă чухне те йĕркене пăхăнни, пĕлни  кирлĕ-çке.  Тимлĕ е асăрхануллă пулмарăн — сывлăхна сиенлеме те пултарăн. Ку ĕç хатĕрĕсемпе усă курнă чух выляма, сулкалашма, тĕрткелешме юраманни, т.ыт. çинчен калаçрĕç  Кушкă шкулĕнче вăтам классенче вĕренекен ачасемпе биологи урокĕсене ертсе пыракан Ягудина Е.В.. Пĕтĕмлетсе каласан, хăрушсăрлăх техникин инструктажне ирттерчĕ.