Борис Борлен çут тĕнчерен уйрăлса кайнă

Борис Борлен
Борис Борлен

Илле Иванов журналист пĕлтернĕ тăрăх паян каçхине çут тĕнчерен Борис Борлен сăвăç уйрăлса кайнă. Сывпуллашу çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче, ытларикун, унăн килĕ патĕнче 9 сехетре ирхине иртĕ — Шупашкар, Иван Яковлев проспекчĕ, 8 çурт, 185 хваттер. Ваçлей Митта премийĕн лауреатне (ытти чыслă ятсене паман ăна) тăван ялĕнче, Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкассинче пытарĕç.

Борлен Борис Леонтьевич 1934 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче çуралнă. Аслă пĕлĕвне Чăваш педагогика институтĕнче илнĕ. Пушкăрт Республикин шкулĕсенче ачасене вĕрентнĕ, «Хыпар» хаçатăн Пушкăртстанри ятарлă корреспонденчĕ вырăнĕнче самай хушă тăрмашнă. Хусанта тухакан «Сувар» хаçат редакторĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. Борис Леонтьевич тăрăшнипех Пушкăртри Стерлĕ хулинче чăваш ачисем валли ятарлă курссем, педагогика училищинче чăваш уйрăмĕ уçалнă.

Унăн çак кĕнекесем пичетленсе тухнă: «Асатте ялĕнче» (П. Çăлкуçпа пĕрле, 1994); «Пăрттас патшапа Сăвар Турханĕ» (1998); «Кĕсменрен тăкаççĕ кĕмĕл» (1999); «Çĕнĕ ĕмĕр, çĕнĕ ĕмĕт, çĕнĕ самана» (2001) тата ыттисем.

1999 çулта ăна Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ премине панă.

Хыпар çăлкуçĕ: http://www.irekle.org/news/i955.html