Елчĕкри тĕп библиотекăра районти шкул ачисемпе вěрентекенсем хушшинче «Поэзи çăлтăрĕсем - 2013» илемлĕ вулакансен фестивалĕ иртрĕ.
«Поэзи çăлтăрĕсем» фестивале поэзие юратакан, ăнланакан, чунпа туякан пултаруллă çамрăксене, вěрентекенсене тупса палăртас, хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Хутшăнакансене çакăн пек ушкăнсемпе пайланă:
1. 1- 4 кл. вĕренекенсем;
2. 5 – 7 кл. вĕренекенсем;
3. 8 – 10 кл. вĕренекенсем;
4. вěрентекенсем.
Фестиваль икĕ номинаципе иртрĕ. Ачасемпе вĕрентекенсем хăйсем çырнă сăввисене, поэт сăввисене вуларĕç.
«Поэзи çăлтăрĕсем- 2013 » фестивале Кушкăри вăтам шкулта вĕренекен ачасемпе вĕрентекенсем те хутшăнчěç.
«Чăваш поэчěсен çут çанталăк темипе çырнă сăввисене илемлĕ вуласси» номинацире Михеев Дениспа (5 класс, ертÿçи – Веникова Г.В.) Михеев Владимир
(9 класс, ертÿçи – Портнова А.И.) хутшăнчěç, 3- мĕш вырăнсене йышăнчěç.
«Автор хайлавĕ» номинацире 4-мĕш класра вĕренекен Данилпа Кирилл Вениковсем хутшăнчěç, Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Вěрентекенсен ушкăнĕнче Веникова Г.В. 3- мĕш вырăн йышăнчě. Саламлатпăр.