«К.В. Иванов:125!» викторина пĕтĕмлетĕвĕ

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ тата «Самант» журнал пирĕн аслă поэтăмăр Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине чысласа викторина ирттерчĕ. Викторинăра Чăваш тата Пушкăрт Республикисенчи ачасем хутшăннă, пурĕ 57 ĕç тăратнă. Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Киргизова Александра (8 кл.), Александров Николай (7 кл.) чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Веникова Галина Васильевна ертсе пынипе викторинăна хастар хутшăнчĕç. Викторинăна йĕркелекенсем литература вăййинче маттур пулнăшăн чĕререн тав тăваççĕ, хастар хутшăннăшăн, ыйтусене тĕрĕс хуравланăшăн Хисеп грамоти, парнесем парса чыслаççĕ. Малашне те тĕрлĕ ăс-хакăл ăмăртăвĕсене хутшăнма, «Тантăш» хаçатпа тата «Самант» журналпа туслă пулма вăй-хал сунаççĕ.