Илпек Микулайĕ – чăваш халăх писателĕ

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вун пĕрмĕш класс ачисемпе Веникова Галина Васильевна вĕрентекен «Илпек Микулайĕ – чăваш халăх писателĕ» калаçу ирттерчĕ. Пурăннă пулсан Николай Филиппович Ильбеков çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче 100 çул тултармаллаччĕ. Вăл нумай статья авторĕ, публицист, çирĕме яхăн кĕнеке авторĕ.

Вун пĕрмĕш класс ачисем Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ тата аслă классенче вĕренекенсемпе çамрăксен «Самант» журналĕ ирттерекен «Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романне кам тĕплĕн вуланă?» викторинăна хутшăнма кăмăл турĕç. «Хура çăкăр» романа çырни кĕçех 60 çул çитет, вăл халăх юратса вулакан хайлавсенчен пĕри. Вулăр, шырăр, тĕрĕс хуравсем тупăр.

«Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романне кам тĕплĕн вуланă?» викторина ыйтăвĕсем