«Чăваш поэзийěн Генийě» ятпа илемлě вулакансен конкурсě иртрě

            

Чÿк уйăхěн 17-мěшěнче Елчěкри ÿнер шкулěнче К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине, Литература тата К.В.Иванов çулталăкне халалласа «Чăваш поэзийěн Генийě» ятпа илемлě вулакансен конкурсě иртрě.

            Тупăшакансем пурě виçě ушкăна пайланчěç. Пěринче – 1-4 кл., тепринче 5-8 кл., виççěмěшěнче – 9-11 класс ачисем. Ăмăрту пуçланиччен сцена çине Аслă Елчěкри вăтам шкулта вěренекенсем тухрěç. Вěсем К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине тăватă чěлхепе шăрантарчěç. Ҫавăн пекех сцена çинче Г.Л.Енейкина сăвви тăрăх кěвěленě «Тăван енěм» юрă янăрарě.

            К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине пěлмен çын çук та пулě. Ăмăртура поэма сыпăкěсене тата вăл çырнă произведенисене чылайăшě чуна пырса тивмелле вуларěç. Мěн тери пултаруллă ачасем. Паллах чи маттурине суйлама питě  йывăр пулчě. Хěрÿ тупăшура 9-11 класс ачисем хушшинче Кушкăри вăтам шкулта 9-мěш класра вěренекен София Киргизова 1-мěш вырăн йышăнма пултарчě. (Ертÿçи А.И. Портнова) Ҫěнтерÿçěсене пурне те саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.