Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен, культура ĕçченĕсен, библиотекарьсен чăваш поэзийĕн классикĕ К.В. Иванов çулталăкне, литература çулталăкне халалланă фестивалĕ

 

Çирĕплететĕп                                                                                               Çирĕплететĕп

Елчĕк район администрацийĕн                                                Елчĕк район администрацийĕн                                     

культура    тата информаципе                                                           пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-

тивĕçтерекен     пай пуçлăхĕ                                                                        вĕренÿпе  çамрăксен

политикин пайĕн ертÿçи

 

                    А.А. Александрова                                                                                 Л.В. Левый

 

 

Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен, культура ĕçченĕсен, библиотекарьсен  чăваш поэзийĕн классикĕ К.В. Иванов çулталăкне, литература çулталăкне  халалланă фестивалĕн

ПОЛОЖЕНИЙĔ

 

1. Пĕтĕмĕшле  калани

 Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен, культура ĕçченĕсен, библиотекарьсен  чăваш поэзийĕн классикĕ К.В. Иванов çулталăкне, литература çулталăкне    халалланă   район  шайĕнчи   Фестиваль пĕтĕмĕшле тĕп, вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен, культура ĕçченĕсен, библиотекарьсен    квалификацине ÿстермелли тĕп мелĕсенчен пĕри  пулса тăрать.   

1.1.Фестиваль тĕллевĕсем:

- педагогикăра тата методикăра çĕнĕ (тухăçлă) мелсемпе тата меслетсемпе ĕçлекен учительсене тупса палăртасси, вĕсен творчествăллă ĕç опытне халăх çине кăларасси;

- чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учитель профессийĕн, культура ĕçченĕсен, библиотекарьсен  хисепне тивĕçлĕ шая çĕклеме май туса парасси.

1.2. Фестиваль задачисем:

- чăваш чĕлхипе литературине вĕрентсе пухнă паха опыта сарасси;

- культура ĕçченĕсен, библиотекарьсен  паха опытне сарасси.

2. Фестивале хутшăнакансем

     Фестивале Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле тĕп, вăтам шкулсенче  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем, библиотекарьсем  хутшăнма пултараççĕ.

3. Фестивале йĕркелекен комитет

3.1. Фестивале ирттерме йĕркелÿ комитетне тăваççĕ.

Йĕркелÿ комитетĕнче кам тата миçен ĕçлессине фестивале йĕркелекенсем  палăртаççĕ.

3.2. Фестивале хутшăнма тăратнă документсемпе материалсене, заявкăна Йĕркелÿ комитетне папкăпа (хут çине çырса хатĕрленĕ материалсене пĕр çĕре тирпейлĕ пуçтарса)  тата  почтăпа ярса 2015 çулхи раштав уйăхĕн 17-мĕшĕччен тăратмалла.

3.3. Фестиваль материалĕсене чăвашла  çырса тăратмалла.

3.4. Фестивалĕн йĕркелÿ комитечĕ

- Фестиваль хăçан тата ăçта иртессине, йĕркине, тытăмне, Фестивале тăратнă ĕçсене хакламалли критерисене тăвать;

- жюри тытăмне тата ĕç йĕркине палăртать.

4. Фестивале ирттермелли йĕрке

 4.1. Фестиваль ирттерекенсем тивĕçлĕ пĕлтерÿ Елчĕк район администрацийĕн, Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн сайчĕсем çине вырнаçтараççĕ. Унта çакнашкал информаци пулмалла:

- Фестивале ирттермелли вăхăт;

- Фестивале хутшăнмалли йĕрке;

-Фестивале хутшăнма кирлĕ документсемпе материалсене тăратмалли  вăхăтпа йĕрке.

4.2. Жюри фестивалĕн  ярса панă çак материалсене тĕрĕслет, хак парать:

- заявкăна;

- педагогикăри тата методикăри çĕнĕ (тухăçлă) меслетсемпе усă курса хатĕрленĕ урок конспектне (Times New Roman шрифтпа, пысăкăшĕ 12 №-лĕ, хушши –1 кегель);

      - Pover Point (Open Officeĕ ord Impress) программăпа ачасем валли хатĕрленĕ презентацие);

- урока çырса тишкерсе панине) – технологи карттине;

-сценарисене.

Методика комментарине хакланă чухне акă мĕне шута илеççĕ:

- тăван (чăваш) чĕлхене тата литературăна вĕрентнĕ чух усă куракан тухăçлă технологисемпе методика тĕлĕшĕнчен пĕлсе усă курнине;

- ачасем валли хатĕрленĕ презентацин содержани пуянлăхне тата творчествăллă хăйне евĕрлĕхне (ытти ĕçсенчен уйрăлса тăнине);

- урок тапхăрне педагогика тата методика енчен пĕлсе тишкернине;

-сценарисене тема тăрăх  тĕрĕс йĕркеленине.

5. Фестиваль номинацийĕсем

 5.1. Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсм, культура ĕçченĕсем, библиотекарьсем валли хатĕрленĕ номинацисем:

- «Тăван çĕр-шывшăн» (Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа ) сценарисен конкурсĕ;

- «Юбиляр - çыравçăсем» (чăваш çыравçисем) сценарисен конкурсĕ.

 

5.2. Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсем  валли хатĕрленĕ номинаци:

- 5-мĕш класра чăваш чĕлхипе е чăваш литературипе  ирттернĕ  уçă урок конспекчĕ.

 

6. Фестиваль срокĕсем

Материалсене 2015 çулхи раштав уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне тăратмалла.

7. Фестиваль условийĕ

-  Фестивале хутшăнакансем хутшăннине çирĕплетекен сертификат илеççĕ;

- чи пултаруллисем хисеп хучĕсене тивĕçеççĕ.

8. Материалсене çак йĕркепе ярса памалла

7.1. Фестивале хутшăнакансен почтăпа хут çинче тата venikova2010@yandex.ru электрон почтипе çакăн пек материалсем ярса памалла:

        - заявка (1 №-лĕ хушса пани);

- педагогикăри тата методикăри çĕнĕ (тухăçлă) меслетсемпе усă курса çырса хатĕрленĕ урокăн тулли конспекчĕ (Times New Roman шрифтпа, пысăкăшĕ 12 №-лĕ, хушши –1 кегель);

           - Pover Point мелĕпе усă курса хатĕрленĕ презентаци  (А-4 хут çине эскиз  мелĕпе кăларса), урокăн технологи картти);

          - сценарисем.

7.2. Материалсене çакăн пек йĕркелемелле:

- заявка, урокăн, сценарин  тулли конспектне  электрон тата пичетленĕ вариантсемпе 2003 Office, 2010 Office форматпа пичетлемелле (чăваш текстне Alt пусмалли Times New Roman шрифтпа, пысăкăшĕ 12 №-лĕ, хушши – 1 кегелпе наборламалла), презентаци материалне Pover Point программăпа хатĕрлемелле, технологи карттин таблицине Word программăпа тумалла.

    Фестиваль материалĕсене рецензилемеççĕ, каялла тавăрса памаççĕ.

 

 

 

9. Конкурса пĕтĕмлетни

 8.1. Фестиваль пĕтĕмлетĕвне жюри Положенире палăртнă хаклав критерийĕсене шута илсе тăвать. Пĕтĕмлетĕве протокола çыраççĕ. Ăна жюри председателĕ е ун çумĕ алă пусса çирĕплетет.

 8.2. Фестиваль протоколĕсене фестивале хутшăнакансене кăтартмаççĕ. Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕсем пирки апелляци йышăнмаççĕ.

 8.3. Çĕнтерÿçĕсене хисеп хучĕсем парса чыслаççĕ.

 8.4. Фестивале ирттерекен енĕн фестивале тăратнă чи лайăх ĕçсене учительсен, культура ĕçченĕсен, библиотекарьсен  опытне сарас тĕллевпе пичетлеме е сайта тăратма ирĕк пур.

 8.5. Фестивале ирттерекен ен фестивале хутшăнакан учительсен автор прависене Раççей законĕсене пăхăнса сыхлать.

 

 

10. Çыхăну тытмалли адрес

    Фестивале йĕркелекенсен тата почтăпа ярса памалли адрес: 429391. Кушкă ялĕ, Киров урамĕ, 14-мĕш «а» çурт, Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ  паракан  вăтам шкул,  (чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕ, 203 №).

  

1 №-лĕ хушса пани

Фестивале хутшăнмалли заявка

 

1.      Вĕренÿ учрежденийĕн тулли ячĕ.

2.      Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ (туллин).

3.       Ĕç  стажĕ.

4.       Шкул, культура учрежденийĕн адресĕ.

5.       Кĕсье телефонĕн номерĕ.

6.       Электрон почтин адресĕ.

7.       Номинаци ячĕ.

 

 

2 №-лĕ хушса пани

 

 Фестивалĕн йĕркелÿ комитечĕ

 

      1. Левый Л.В.,  Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе  çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи  (председатель);

2. Александрова А.А., Елчĕк район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ (председатель çумĕ);

     3.  Цыганова Ф.Г., вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн эксперт специалисчĕ;

4.  Веникова Г.В.,  Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти аслă категориллĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен;

5.  Портнова А.И., Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти аслă категориллĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

 

 

 

 

 

 

 

3 №-лĕ хушса пани

 

 

Фестивале хаклакан жюри членĕсем

 

1. Александрова А.А. – Елчĕк район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ;

     2.  Цыганова Ф. Г.– вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн эксперт специалисчĕ;

3. Веникова Г.В. - Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти аслă категориллĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен;

4. Портнова А.И. - Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти аслă категориллĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен;

5. Леонтьева И.А. - Лаш Таяпари  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти пĕрремĕш категориллĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен;

6. Теренина А.Н.- Лаш Таяпари  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти пĕрремĕш категориллĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен;

7. Левая Н.А. - Елчĕк районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Ассоциацийĕн ертÿçи, аслă категориллĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен;

     8.  Петрова А.В. - «Чăваш Республикин Елчĕк  районĕнчи библиотекăсен пĕрлештернĕ системи»  муниципаллă  бюджет культура   учрежденийĕн краеведени секторĕн заведующийĕ;

     9. Портнова В.С. - «Чăваш Республикин Елчĕк районěн  Централизациленě  клубсен системи» муниципаллă  культура бюджет учрежденийěн директорĕ.