Кушкăри вăтам шкулта вěренекен ачасем хăйсен пěчěк хайлавěсене тата сăввисене аннесене халалларěç

      Чÿк уйăхěн вěçěнче пирěн çěр шывра Аннесен кунне ирттереççě. Ҫак уявра вěсене пурте саламлаççě, телей сунаççě, парнесемпе чыслаççě.

      Анне, Тăван çěр-шыв, тăван кил… Ҫак сăмахсем пěр-пěринпе тачă çыхăнса тăраççě. Вěсене анне çыхăнтарать. анне пирěншěн чи хаклă çын. Ун çинчен сахал мар юрă кěвěленě, сăвă çырнă.

       Кушкăри вăтам шкулта вěренекен ачасем те хайсен пěчěк хайлавěсемпе тата  сăввисемпе паллаштарасшăн. Ҫак уяв ячěпе аннесене, асаннесене, кукамайсене чунтан саламлатпăр.

         Анне

Тĕнчери аннесенчен

Ман анне чи лайăххи,

Унăн симĕс куçĕсем

Ḉăлтăртан та чи  çутти.

 

Унăн çӳçĕ хăмăр тĕслĕ,

Ырă кăмăллă анне.

Тути вара çырла тĕслĕ,

Аллисем вара çемçе.

 

Манăн анне ир тăрать,

Аллине вăл ĕç тытать

Тытăнать чăлха çыхма,

Унтан урайне шăлма.

 

Выльăх-чĕрлĕхе пăхать

Апат пĕçерме васкать,

Чашăк-тирĕке çăвать,

Кил-çурта та тасатать.

 

Аннене эп юрататăп,

Чун-чĕререн саламлатăп

Чечек ḉыххине паратăп.

Ырлăх-сывлăх эп сунатăп.

(Трофимова Виктория 7 кл.)

 

Ҫутă ҫăлтăрăм

Тӳпере мĕн чухлĕ ҫăлтăр,

Пĕтерес ҫук шутласа.

Эп чи ҫутă ҫăлтăра

Парăп аннене татса.

 

Манăн анне чи хитри,

Чи ăсли, чи чиперри.

Пире вăл пит юратать

Пуҫран майĕпен шăлать.

 

Анне пурăн эс ҫĕр ҫул,

Тата ытларах та.

Ан чирле эс нихăҫан

Сывă пул ҫавăн пек ялан.

 

Пирĕн аннен виҫ ача,

Кирилл, Данил, Мария.

Анне пире юратать

Пирĕнпе вăл мухтанать.

(Веников Кирилл 7 кл.)

 

                                          Манăн юратнă анне

Анне вăл кашни ҫыншăн хаклă. Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Хамăн аннепе эпĕ мăнаҫланатăп. Тĕнчере аннерен хакли никам та ҫук. Ǎна Ирина Павловна тесе чĕнеҫҫĕ. Анне мана яланах пулăшса пырать. Тепĕр чух чунра кичем пулсан та аннене курсан хавасланса каятăн.

Анне яланах пирĕншĕн тăрăшать. Вăл пире хăйĕн ăшшине, юратăвне парнелет. Эпĕ те пушă вăхăтра пулăшма тăрăшатăп. Йăмăка садике леҫетĕп, кайран кайса илетĕп. Тепĕр чухне урай ҫума та ӳркенместĕп. Эпĕ аннепе  уҫăлса ҫӳреме, йĕлтĕрпе ярăнма юрататăп. Питĕ шел, анчах та кун пекки сахалтарах пулать. Аннен куҫĕсем яланах телейпе ҫуталса тăччăр. Эпĕ аннене питĕ юрататăп. Ǎна кашни кунах хамăн ҫитĕнӳсемпе савăнтарма тăрăшатăп.

(Чайкин Артем 6 кл.)