Перепелкина Татьяна - «Эпӗ «Тантӑша» юратататӑп» фотоконкурс ҫӗнтерÿҫи

Ача-пӑчасен хаҫат-журналӗсенче час-часах тӗрлӗ конкурссем иртеҫҫӗ. Нумаях пулмасть «Тантӑш» хаҫат «Эпӗ «Тантӑша» юратататӑп» фотоконкурс ирттерчӗ. Çак конкурса республикӑри тата ун тулашӗнчи ачасем нумайӑн хутшӑнчӗҫ. Унта «Тантӑшпа» сӑн ÿкерӗнсе ӑна мӗнлерех кӑмӑлланине хӑйне евӗр кӑтартса памаллаччӗ.  Çак фототупӑшура Елчӗк районӗнчи Кушкӑри вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен  Перепелкина Татьяна малти вырӑна тухма пултарчӗ.(Ертÿҫи Портнова А.И.)  Унӑн ӗҫӗнче тÿрех вӑл «Тантӑша» юратни сисӗнет. Маттур, Таня!  Саламлатпӑр сана, малашнехи конкурссенче те ӑнӑҫу сунатпӑр.