Пултаруллă хĕрача

Патăрьел районĕнчи Анат Туçари Татьяна Перепелкина мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕреннĕ. Пуçăннă ĕçе кирек хăçан та вĕçне çитеретех Татьяна. Тепĕр чухне мĕнле ывăнсан та алă сулса ырана хăвармасть. Ара, тепĕр тесен унăн хăйĕнчен икĕ çул кĕçĕнрех йăмăкĕ умĕнче те тĕслĕх вырăнне пулмалла...

Тăваттăмĕш класс таран Татьяна тăван ялĕнчи шкула такăрлатнă. Унта кĕçĕн классене çеç вĕрентме пуçласан, мал ĕмĕтлĕ хĕрача нумай шухăшласа тăмасăрах Кушкăри шкула çул тытать. 2 çухрăм çуран утасси те пăшăрхантармасть ăна. Хăйпе пĕрле тата юлташсем те тупăнаççĕ. Шкул автобусĕ те Кушкă-Туçа рейспа çÿреме пуçлать. Кушкăри вăтам шкулта часах Татьяна çĕнĕ юлташсемпе, пултаруллă вĕрентекенсемпе паллашать.

Сар хĕвел хăйĕн пайăркисене çĕр çине сапаланă евĕр Татьяна та хăйĕн пултарулăхĕпе пур çĕрте те палăрма ĕлкĕрет. Перепелкинсен хĕрĕ яланах малтисен ретĕнче. Уйрăмах вăл тăван чĕлхе, биологипе хими предмечĕсене килĕштерет. Мĕншĕн тесен хĕрпĕрчи шкул пĕтерсен тухтăр пулас ĕмĕтпе çунатланать. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленет. Районта е республикăра наукăпа практика конференцийĕ, олимпиада е конкурс иртет-и - çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Таня пурах.

Ытти предметпа та «пиллĕк» паллăсем кăна çивĕч ăслă Таньăн. Пушă вăхăчĕ сахалтарах пулин те илемлĕ литература та вулама ĕлкĕрет вăл. Чăваш чĕлхипе тата литературипе иртекен мĕнпур конкурса, викторинăна хутшăнать Татьяна. Кашни линейкăра тенĕ пекех ăна шкул директорĕ Р.А.Портнов саламласа тĕрлĕрен Хисеп хучĕ парать.

9 класра вĕренекенскерĕн кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмлетÿ экзаменĕсем тытмалла. Спортпа та туслă вăл. Çуран чупассине кăмăллать. Районти тата шкулти ăмăртусем унсăр иртмеççĕ тесен те юрать. Алă вăй виçме, эстафетăра çуран чупма, баскетбол вăййине хутшăнма ялан хатĕр хĕрача.

Палăртнă тĕллевсенчен пĕр утăм та чакмасть. Яланах малалла талпăнать. Халĕ районта олимпиадăсем пыраççĕ. Татьяна унта хатĕрленет.

Çуллахи вăхăтра та ахаль лармасть харсăр хĕр. Республика шайĕнче иртекен тĕрлĕрен конкурссене хутшăнать. «Тантăш» хаçат ирттернĕ «Эпĕ «Тантăша» юрататăп» конкурсра Татьяна малти вырăна тухма пултарчĕ. Тата унăн «Салтак пăтти тутлă-и?» конкурсри ĕçĕ республикăри «Шкулти астăвăм» электронлă кĕнекере пичетленчĕ.

А.ПОРТНОВА.