Владимир Галошевпа тĕл пулу

   Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти вĕрентекенсемпе шкул ачисем Галошев В. П. ентешпе тĕл пулу ирттерчĕç. Владимир Петрович – пирĕн шкулăн сумлă хăни. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, историйĕпе кăсăкланаканскер ачасене хăй ирттернĕ куравсем, хатĕрленĕ фильмсем, хутшăннă конкурссем пирки каласа пачĕ, шкул пурнăçĕнчи самантсене те аса илчĕ. Лашасем çинчен хатĕрленĕ çĕнĕ фильмпа паллаштарчĕ. Ачасене уйрăмах “Лаша тĕсĕсем”, “Лаша сăнарĕ”, “Лаша ушкăнĕсем”, “Аслати урхамахĕ”, “Турă ĕмĕр валеçет” пайсем килĕшрĕç. Нумай çĕннине илчĕç, фильмпа паллашнă хыççăн чылайччен сӳтсе яврĕç. Владимир Петровича малалла та хавхаланса ĕçлеме çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.