Тӑван ялӑм, савнӑ ялӑм

           

     Тӑван ҫӗр-шыв, тӑван ял, тӑван кил… Çак сӑмахсем чунра чи хаклӑ, чи ҫепӗҫ чи ӑшӑ хаваслӑ туйӑмсем ҫуратаҫҫӗ. Куҫ умне тӑван тавралӑх, йӑмраллӑ ял, атте килӗ тухса тӑрать. Тӑван кӗтесрен пахи тата мӗн пур-ши? Кашни ҫыннӑн ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ тӑван килте иртет…

            Кушкӑри вӑтам шкулта 6-9 класс ачисемпе ял историне ытларах пӗлес тӗлӗшпе чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен А. И. Портнова  «Тӑван ялӑм, савнӑ ялӑм» темӑпа класс сехечӗ ирттерчӗ. Мероприяти илемлӗ кӗвӗпе пуҫланчӗ. Класра Кушкӑ ял историйӗпе ҫыхӑннӑ материалсемпе выставка йӗркеленӗ. Ачасем тӑван яла мӗнле юратни ҫинчен тӗрлӗрен сӑвӑсем каларӗҫ, сочинени тӗслӗхӗсене вуласа пачӗҫ. Шавкин Петр вара пирӗн ял ҫыннисем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче фронта мӗнле пулӑшни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Ял историне ҫамрӑк ӑру лайӑхрах ас туса юлтӑр тесе пирӗн ял историйӗпе кӑсӑкланакан ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ Владимир Галошев  видеосюжетсем ӱкерчӗ.

ФОТООТЧЕТ