Елисеева Валентина – çĕнтерӳçĕ

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Веникова Галина Васильевна ертсе пынипе 8-мĕш класра вĕренекен Елисеева Валентина “Кладезь знаний” вĕрентӳ порталĕ Раççей шайĕнче йĕркеленĕ чăваш чĕлхипе ирттерекен олимпиадăна хутшăннă. Ыйтусем çине тĕрĕс хуравсем парса I степеньлĕ диплома тивĕçнĕ, вĕрентекене тав хучĕ парса чысланă. Саламлатпăр, ăнăçусем  сунатпăр.