Пултаруллă вĕренекен

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен историйĕпе культурине вĕрентекен  Веникова Галина Васильевна шкул ачисемпе “Çамрăк краевед” кружок ертсе пырать. Тăван ен историйĕпе, йăли-йĕркипе, пултаруллă çыннисемпе кăсăкланакан ачасемпе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерет. Ӗçне чунтан парăннă вĕрентекен ертсе пынипе шкулти пултаруллă ачасем район, республика шайĕнче иртекен  олимпиадăсене, конкурссене  хутшăнаççĕ, çĕнтерӳçĕсем пулса тăраççĕ,   призлă вырăнсем йышăнаççĕ.

        Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин аслă професси пĕлĕвĕ паракан Чăваш Республикин «Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕ» вĕренÿ бюджет учрежденийĕ Раççей  шайĕнче йĕркеленĕ “Чувашия –мой край родной” олимпиадăна хутшăнса 8-мĕш класра вĕренекен Прохоров Никита сертификата, пĕчĕк парнене  тивĕçнĕ. Тăван ен культурипе иртекен район шайĕнчи олимпиадăра 4-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Никитăна чĕререн саламласа малашне те конкурссенче хастар хутшăнма сунса хăваратпăр.