Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсен, культура ӗҫченӗсен, библиотекарьсен чӑваш поэзийӗн классикӗ К.В.Иванов ҫулталӑкне, литература ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ фестивалӗн пӗтӗмлетӗвӗ

2015 ҫулхи чӱк-раштав уйӑхӗсенче тӑван чӗлхепе литературӑна  вӗрентекенсен, культура ӗҫченӗсен, библиотекарьсен чӑваш поэзийӗн классикӗ К.В.Иванов ҫулталӑкне, литература ҫулталӑкне халалланӑ фестиваль иртрӗ. Унта районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата библиотекарьсем хутшӑнчӗҫ. Конкурсӑн тӗллевӗ педагогикӑра тата методикӑра ҫӗнӗ мелсемпе тата меслетсемпе ӗҫлекен вӗрентекенсене тупса палӑртасси, культура ӗҫченӗсен, библиотекарьсен хисепне тивӗҫлӗ шая ҫӗклеме май туса парасси, вӗсен творчествӑлла ӗҫ опытне халӑх хушшинче сарасси пулчӗ.

Çак конкурса 20 ытла ӗҫ тӑратрӗҫ. Пултарулӑх ӗҫӗсене жюри членӗсем районти тӗп библиотекӑри краеведени уйрӑмӗнче пӑхса тухрӗҫ. Ĕҫсене тӑрӑшса, ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса хатӗрленине палӑртрӗҫ. Çӗнтерӱҫӗсене палӑртма та ҫӑмӑл пулмарӗ.

 

№п/п

Хушамачӗ, ячӗ, ашшӗ ячӗ

Шкул

Номинаци

Вырӑн

1.

Веников Г.В.

Кушкӑ шкулӗ

Тӑван ҫӗр-шывшӑн

1

2.

Левая Н.А.

Çирӗклӗ Шӑхаль шкулӗ

Тӑван ҫӗр-шывшӑн

2

3.

Михеева З.А.

Хӑвӑлҫырма шкулӗ

Тӑван ҫӗр-шывшӑн

3

4.

Петрова А.В.

Елчӗкри тӗп библиотекӑри краеведени секторӗн заведующийӗ

Юбиляр-ҫыравҫӑсем

1

5.

Портнова А.И.

Кушкӑ шкулӗ

Юбиляр-ҫыравҫӑсем

2

6.

Теренина А.Н.

Лаш-Таяпа шкулӗ

Юбиляр-ҫыравҫӑсем

2

7.

Васильева И.И.

Шӑмалак шкулӗ

Юбиляр-ҫыравҫӑсем

3

8.

Леонтьева И.А.

Лаш-Таяпа шкулӗ

5-мӗш класра чӑваш чӗлхипе е чӑваш лит-пе ирттернӗ уҫӑ урок планӗ

1

9.

Артемьева О.В.

Тӑрӑм шкулӗ

5-мӗш класра чӑваш чӗлхипе е чӑваш лит-пе ирттернӗ уҫӑ урок планӗ

2

10.

Ванюшина И.В.

Таяпа Энтри шкулӗ

5-мӗш класра чӑваш чӗлхипе е чӑваш лит-пе ирттернӗ уҫӑ урок планӗ

3

11.

Воронова В.Н.

Курнавӑш шкулӗ

5-мӗш класра чӑваш чӗлхипе е чӑваш лит-пе ирттернӗ уҫӑ урок планӗ

3

 

Фестивале хутшӑнакансене пурне те тав тӑватпӑр, малашнехи ӗҫре те ӑнӑҫусем сунатпӑр.