Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунӗ

    

 Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗш кунӗнче пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне уявлама йышӑннӑ. Чӑвашра ҫак уява 2000 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Кушкӑри пӗтӗмӗшле пӗлӱ  паракан вӑтам шкулти Портнова  Анна Ильиничнӑпа Веникова Галина Васильевна  вӗрентекенсем те ҫак уява халалласа тӗрлӗрен класс тулашӗнчи ӗҫсем туса ирттерчӗҫ.

    7-мӗш класс ачисем Анна Ильинична ертсе пынипе «Ĕҫ – пурнӑҫ илемӗ» стена хаҫачӗ кӑларчӗҫ. Кружок членӗсем салфеткӑсем тӗрлерӗҫ, курав йӗркелерӗҫ. Ачасем сӑвӑсем вуларӗҫ, илемлӗ кӗвӗ янӑрарӗ.