Илемлӗ, илемлӗ, илемлӗ чӑваш юрри, илемлӗ чӑваш юрри юрлама пӗлсен кӑна…

Чӑваш сӑмахӗ, чӑваш юрри пӗтӗм тӗнчипе янӑрать.  Чӑваш чӗлхи пуян та  илемлӗ, янӑравлӑ та ҫепӗҫ,  асамлӑ та хӑватлӑ. Кушкӑри пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулти вӗрентекенсем  ачасене урокра, класс тулашӗнчи ӗҫсенче тӗрлӗ енлӗ аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ. 

      Портнова А.И. вӗрентекен хӗр пӗрчисене чӑваш тӗррин асамлӑхӗпе паллаштарать, тӗрлеме вӗрентет, ачасен ӗҫӗсенчен тӗрлӗ куравсем йӗркелет.

      Веникова Г.В. вӗрентекен «Çамрӑк краевед» кружок ертсе пырать, вӗрентекен ертсе пынипе ачасем тӑван ен историйӗпе, йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ  тӗпчев ӗҫӗсем ҫыраҫҫӗ, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнаҫҫӗ.

      Рыбкина Т.В. вӗрентекен ачасене чӑваш кӗввине туйма, ҫепӗҫ юррисене итлесе киленме, чӑваш ташшине илемлӗн ташлама садикрен пуҫласах вӗрентет. Хӑй те юрлама юратнӑран, ташлама та ӑста пулнӑран тӗрлӗ конкурссене хутшӑнать, уявсем йӗркелет, шкул ачисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать. Район шайӗнче иртекен ташӑсен конкурсӗсене те  унӑн вӗренекенӗсем хаваспах хутшӑнаҫҫӗ, призлӑ вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ.

     «Илемлӗ, илемлӗ, илемлӗ чӑваш юрри,

     Илемлӗ чӑваш юрри юрлама пӗлсен кӑна»…  илемлӗн те ҫепӗҫҫӗн янӑрать шкулта ҫиччӗмӗш класс ачисен  сасси.  Татьяна Владимировна Рыбкина «Илемлӗ, илемлӗ, илемлӗ чӑваш юрри» класс тулашӗнчи ӗҫ туса ирттерчӗ. Чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ хӗр пӗрчисем тата та хитререх  курӑнаҫҫӗ. Анна Ильинична Портнова вӗрентекен ертсе пынипе кружок членӗсем «Асамлӑ чӑваш тӗрри» курав йӗркелерӗҫ. Юрӑ уявӗ пурне те килӗшрӗ.