Кавир çинче - кĕрешекенсем

Кушкăри вăтам шкулăн спорт залĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем йăлана кĕнĕ уçă турнира хутшăннă.

2004 çулта çуралнă тата çамрăкрах спортсменсенчен хăйсен виçисенче К.Бахметьев /Шупашкар/, А.Майоров /Тутарстан/, С.Данилов /Канаш районĕ/, И.Андреев /Шупашкар/, И.Бикмуллин /Тутарстан/, К.Спиридонов /Красноармейски районĕ/, А.Блинов, М.Бабочкин /Кушкă/, И.Николаев /Шупашкар/, 1998 çулта çуралнă тата аслăрах спортсменсенчен А.Исаев /Красноармейски районĕ/, П.Зайцев /Кушкă/ чемпионсен ятне тивĕçнĕ.

Елчĕк районĕнчи Д.Иванов, Р.Галошев, Д.Михеев, Н.Лапшин, Д.Антонов, П.Галошев, М.Бакин, Э.Дергунов, Г.Зайцев призерсен йышне кĕнĕ.