Ĕмĕт-тĕллевĕсем пысăк

Ĕмĕт-тĕллевĕсем пысăк

Хальхи вăхăтра Шупашкарти ялхуçалăх академийĕнче Елчĕк районĕнчен тухнă яшсемпе хĕрсем пурĕ сакăрвуннăн вĕренеççĕ. Вĕсем агропромышленность комплексĕнчи паянхи пурнăçра питех те кирлĕ профессисене алла илеççĕ. Елчĕк çамрăкĕсен пĕр ушкăнне сăн ÿкерттертĕмĕр.

Валентина Алексеева - Çĕнĕ Пăва ялĕнчен. Вăл ветеринари медицинипе зоотехника факультетĕнче виççĕмĕш курсра вĕренет. Пушă вăхăтра ăна час-часах академи çумĕнчи ветеринари клиникинче курма пулать, çапла майпа вăл практика ĕçĕсене хутшăнса пулас профессийĕн ăсталăхне ÿстерет. Волонтер ĕçĕ те çывăх ăна. Иртнĕ çул çуллахи вăхăтра студентсен «Жемчужина» ĕç отрячĕпе Краснодар крайне çитсе курчĕ. 

Исемпелĕнчи Юлия тата Надежда Чермаковасем - аппăшĕпе йăмăкĕ.

- Чи кирли - пысăк квалификациллĕ специалист пуласси, - теççĕ вĕсем. Юля ветеринари тухтăрĕ пулма вĕренет. Малашлăха çирĕп курса тăраканскерĕн академирен вĕренсе тухнă хыççăн тăван тăрăха ĕçлеме таврăнас кăмăлĕ пысăк. Надежда инженери факультетĕнче ăс пухать. Иртнĕ çул нумай вăхăтлăха Германире стажировкăра пулчĕ, ют çĕршывсенчи фермер хуçалăхĕсенче мĕнле ĕçленипе паллашрĕ. Ĕнелĕнчи Марина Куприянова экономика факультетĕнче вĕренет, вăл наукăпа практика конференцийĕсене те хастар хутшăнать. Аслă Таяпари Анна Сапожникова кăçал ветеринари тухтăрĕн дипломне алла илет /эпир çÿлерех асăннă çамрăксем хыçалти ретре тăраççĕ, сулахайран сылтăмалла/.

Малти ретре ларакан Дмитрий Яблоков та çак ялтанах. Нумай ачаллă çемьере ÿссе çитĕннĕ çамрăк çирĕп шухăш-кăмăллă - ĕçрен хăрамасть, спортпа та туслă.

Андрей Трофимов - Кушкăран, инженер пулма ĕмĕтленет. Таяпа Энтринчи Алина Борисова - пулас экономист. Вăл спортпа туслă, ташлама ăста. Çуллахи вăхăтра студентсен ĕç отрячĕн командирĕ пулчĕ.

Чăваш ялхуçалăх академийĕн студенчĕсем хăйсен çамрăк ентешĕсене професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе  февралĕн 20-мĕшĕнче ялхуçалăх академийĕнче пулса иртекен Уçă алăксен кунне йыхравлаççĕ.