Тĕпчев ĕçĕпе палăрнă

Кушкăри вăтам шкулта «Çамрăк таврапĕлÿ-çĕсем» кружок ăнăçлă ĕçлет.

Ăна чăваш чĕлхипе литературин, тăван ен культурин учителĕ Г.Веникова ертсе пырать. 7 класра вĕренекен Кирилпа Данил Вениковсем, 8 класри Александра Киргизова Пĕтĕм Раççейĕн «Человек в истории. Рассия - 20 век» тĕпчев ĕçĕсен республикăри тапхăрне хутшăннă. А.Киргизова «Çемье историйĕ» темăна çутатса «Тĕпчев ĕçĕ» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă.