«Çӑварни – масленица» темӑпа урок

Кушкӑри пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Киргизова Александра Юрьевна 8-мӗш класс ачисемпе «Çӑварни – масленица» темӑпа урок ирттерчӗ. Александрӑна урока хатӗрленсе ирттерме чӑваш чӗлхипе литературине, тӑван ен культурине вӗрентекен Веникова Г.В. вӗрентекен пулӑшрӗ.

       Ҫӑварни — савӑнӑҫлӑ уяв, хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илни.  Ӑна ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Христианлӑх сарӑлнӑ май чӑвашсен уявӗ вырӑссен Масленица уявӗпе  пӗрлешнӗ.

       Урока хатӗрленсе Киргизова А.Ю. «Çӑварни - хӗле ӑсатни» презентаци хатӗрлерӗ, ачасене паллаштарчӗ. Çӑварни йӑли-йӗрки ҫинчен каласа пачӗ.         

–И-и! Ҫӑварни, ҫӑварни!

Катӑк ҫатма икерчи

Эрне хушши ҫитерет.

 И Ҫӑварни, ҫӑварни!

Çӑвар тулли икерчи,

Кӗсье тулли кулачи,

Эрне хушши катаччи!

Сӑнавсем. Ĕненӱсем

1.      Аслӑ ҫӑварни ӑшӑ пулсан тырӑ пулать.

2.      Çӑварни кӗнӗ кун хӗвел хӗрелсе тухсан тулӑ лайӑх пулать теҫҫӗ.

3.      Çӑварни кун лапка юр ҫусан ҫырла пулать теҫҫӗ.

4.      Çӑварни кун уяр пулсан Мункун эрнинче уяр пулать теҫҫӗ.

5.      Çӑварни хушшинче юр ҫусан мӑйӑр пулать теҫҫӗ.

6.      Çӑварни эрнинче мунча кӗрсен купӑста пыйтлӑ пулать теҫҫӗ.

7.      Çӑварни эрнинче тумла юхсан юр час каять теҫҫӗ.

8.      Çӑварнире ирпе килсе кӗнӗ 1-мӗш ҫынна (Мункун кунне те ҫаплах тӑваҫҫӗ) минтер ҫине лартсан ҫынни шӑпӑрт, лӑпкӑ ларсан хур ами, чӑх пусма лайӑх ларать тет, чӗпӗ йышлӑ кӑларать тет.